Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Лора Деккер голландкӑн ҫулҫуревӗ вӗҫленнӗ, ҫапла май вӑл кимӗпе тӗнче тавра ҫаврӑннӑ чи ҫамрӑк ҫын ятне илме пултарнӑ.
Тӗнче тавра ҫулҫӳреве тухас ӗмӗт Лора Деккерӑн мӗн ачаранпах пулнӑ. Ҫак шухӑша 14 ҫултах пурнӑҫласшӑн пулнӑ пулин те тӳре-шарасем ӑна ҫак йывӑр ҫула пӗччен кӑларсе яма килӗшмен. Килӗнчен тухса тарса та пӑхнӑ хӗр — анчах йӗрке хуралҫисем ӑна каялла тавӑрнӑ. 15 ҫула ҫитсен тин ҫамрӑк ҫӳлҫӳревҫе тӗнче тавра ҫаврӑнма ирӗк панӑ — пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче хӗр ҫула тухнӑ.
Хӑйӗн ҫулне Кариб утравӗсен шутне кӗрекен Сен-Мартенра вӗҫленӗ хӗр каласа панӑ тӑрӑх ӑна ҫак ҫулҫӳрев питӗ килӗшнӗ. «Ҫул тӑршшӗпе дельфин чылайччӗ, вӗсем пӗрле ишнӗрен савӑнтӑм. Эпӗ хама питӗ телейлӗ хӗр тесе шутлатӑп», — тенӗ вӑл. Ҫитес вӑхӑтра Лора шкула таврӑнса вӗренӗве малалла тӑсма шутлать.
Маларах чи ҫамрӑк ҫулҫӳревҫӗ ятне Австрали хӗрӗ тивӗҫнӗччӗ — Джессика Уотсон тӗнче тавра 17 ҫула ҫитиччен 3 кун умӗн вӗҫленӗччӗ.