Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне Чӑваш Енре кӗске метражлӑ «Ҫӑматӑ» ятлӑ фильм ӳкернӗ. Унта ҫивӗч ыйту хускастнӑ: ашшӗ-амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен ачисем шар кураҫҫӗ.
Фильма Владимир Синяев режиссер ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗнче тетелне кӑларнӑ. Сюжечӗ куҫҫуль кӑларать. Амӑшӗ ывӑлне ҫӑматӑ парнелет. Ашшӗ киле мухмӑрлӑ килет те эрех шырать. Хайхискер ывӑлӗн ҫӑматне йӑтса тухса каять. Ача ашшӗ хыҫҫӑн ҫара уран чупать. Урамра вара – шартлама сивӗ. Арҫын ывӑлне юр ҫине тӗксе ярать. Вӑл ҫӑматӑна сутса эрех ӗҫет. Ачан урине тӑм илет. Ывӑлӗ пульницӑра выртнине пӗлсен ашшӗ ҫӑматӑна каялла илсе ачана парать. Анчах вӑл ӑна кирлӗ мар ӗнтӗ: арҫын ачан урине чӗркуҫҫи таран татнӑ…
Фильм авторӗ ҫапла каланӑ: «Миша рольне вылякан арҫын ача ӳкерӳ умӗн 3 уйӑх кӗлеткине пиҫӗхтернӗ, урине сивӗ шывпа сапнӑ. Фильма ӳкернӗ хыҫҫӑн вӑл чирлемен».
Фильмпа «Про Город» сайтӗнче паллашма май пур.