Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 18 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кӑтарту савӑнтармасть. Телее, ача вилнӗ тӗслӗх пулман.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан Светлана Петрова каланӑ тӑрӑх, унччен 4 ҫулти ывӑлӗ нихӑҫан та чӳрече янахӗ ҫине хӑпарса выляман. Пӗр кун хӗрарӑм машинӑна ларса лавккана кайнӑ, ачине пиччӗшӗпе хӑварнӑ. Кӗҫех амӑшӗ патне килтен шӑнкарав ҫитнӗ: пӗчӗк ача иккӗмӗш хутран тухса ӳкнӗ. Вӑл часрах киле таврӑннӑ.
Пӗчӗкскере Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ӑсатнӑ. Вӑл шӑм-шакне хуҫман, ҫапах сурансӑр иртмен: пуҫ мими чӗтреннӗ. Халӗ ӑна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 27 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Шел те, пӗр тӗслӗхре ача вилнӗ. Ҫулла ҫитнӗ май аслисен асӑрхануллӑ пулмалла, ачана пӳлӗмре пӗччен хӑвармалла мар.