Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫӑлтӑр. Ӑраскал. Илемлӗ литературӑра, уйрӑмах поэзире, ҫак икӗ сӑмаха пӗрле тӗвӗллесси час-часах тӗл пулать. Сӑлтавне те шырама инҫе каймалла мар: ҫӑлтӑрсем таса та мал ӗмӗтлӗ ҫынсене ялан илӗртнӗ, хавхалантарнӑ — пӗр енчен вӗсем куҫ умӗнче, тепӗр енчен вӗсем пирӗнтен ытла та аякра-ҫке. Инҫӗшне кура этем те ҫӑлтӑрсем патне талпӑнать — спутниксем, космос карапӗсем ӑсталаса хӑйне вӗсемпе ҫывӑхлантарасшӑн, вӗсене тӗпчесшӗн.
Эпир те 2012 ҫулхи литература ӑмӑртӑвне ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнтарас терӗмӗр — «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» ят патӑмӑр. Пирӗн тепӗр икӗ тема пурччӗ те («Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Тӗнче юпи») — вӗсем пулас хутшӑнакансене ытлашшиех килӗшмерӗҫ пулас, суйламарӗҫ. Хамӑр енчен хушма тема патӑмӑр — Аслӑ Пӳлер. Хайлава пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхӑн тӗп хулипе ҫыхӑнтарсан ӗҫе лайӑхрах хаклӑпӑр.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва та эпир вӑраха тӑсмасӑр кӑрлач уйӑхӗнчех пуҫлатпӑр: хайлавсене кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Маларах ярса парсан — тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пуласси паллӑ ӗнтӗ (сӑмахран, пӗлтӗрхи литература ӑмӑртӑвӗнче «Вулакансем кӑмӑлланӑ хайлав» номинацире чи малтан ярса панӑ хайлав мала тухрӗ — ӑна ыттисенчен ытларах вуланӑччӗ, унпа ытларах паллашнӑччӗ).
Яланхи пекех 5 ушкӑн пулӗ: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Тӗплӗнрех ӑмӑрту положенийӗнче паллашма пултаратӑр.
Ҫырӑр, пултарулӑха аталантарӑр. Эпир, ӑмӑрту йӗркелекенӗсем, вӗсене кӗтӗпӗр.
