Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Николай Алаев ҫамрӑк ҫемьесем яла юлманшӑн пӑшӑрханнипе депутат патне ҫитнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев халӑха йышӑннӑ. Ҫынсене вӑл скайппа та итленӗ. Карапаш ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫавӑн пек меслетпе ҫыхӑннӑ та.
Николай Алаев «Ҫамрӑк ҫемье» патшалӑх программипе укҫа илекен ҫамрӑк ҫемьесем ҫурта е хваттере хулара туяннине ӑнланмасть. 2010 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулччен Карапаш ял тӑрӑхӗнче субсидие 5 ҫемье илнӗ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ ялта юлнӑ.
«Сирӗн пӑшӑрханӑва эпӗ ӑнланатӑп, – тенӗ Николай Николаев. – Анчах ҫыннӑн хӑй пурӑнас вырӑнне суйлама ирӗк пур». Ҫапах та депутат субсидипе хваттер илес йӗркене профильлӗ министерствӑсемпе тишкерме шантарнӑ.