Улатӑр хулинче пурӑнакан ахаль те нушаллӑ ҫемье тата хур курнӑ. Ачине хаклӑ йышши операци тутарма укҫа пухнӑ ҫак ҫемьене ултавҫӑсем ҫаратнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи ҫемье операци валли укҫа пухса пама пулӑшу ыйтса интернетри халӑх тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен — вӗсем патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, 300 пин тенкӗ куҫарса пама пултарассине пӗлтернӗ. Анчах укҫана криптовалютӑпа куҫармашкӑн тӳлевӗн электронлӑ тытӑмӗнче счет уҫмалла-мӗн. Ачин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакан ҫемье операци часрах тутарма май килессине шанса арҫын хушнине пурнӑҫланӑ. Хайхи программа часах 300 пин тенкӗ счет ҫине куҫнине пӗлтернӗ, анчах ку укҫана илме хӑйсен те нухрат хумалла имӗш. Ҫемье 18 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Темиҫе ҫеккунтран компьютер программи ҫухалнӑ, унпа пӗрлех укҫа та.
Халӗ йӗрке хуралҫисем путсӗрле ҫак ӗҫе кам тунине тишкереҫҫӗ.