Шахматла вылякансен пурнӑҫ тӑршшӗ вӑтамран ахаль ҫынсенчен вӑрӑмрах, вӗсем ҫичӗ-сакӑр ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ку виҫе 14 ҫул таранах пысӑк. Кун пирки ӑсчахсем нумай пулмасть PLoS One журналта статья пичетлесе пӗлтернӗ.
«Эпир шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫӗ кӗскерех пулни пирки калакан халапӑн тӗрӗсмарлӑхне кӑтартрӑмӑр. Чӑннипе вӗсем ахаль ҫынсенчен самай ытларах пурӑнаҫҫӗ — хӑш-пӗр чухне ку виҫе нормӑран 14 ҫултан та иртет. Ку уйрӑмах Раҫҫейре палӑрать — ҫынсен вӑтам пурнӑҫӗ кӗске чухне», — ҫапларах пӗлтерет статьяра Мельбурн (Австрали) университетӗнчи ӑсчах Филипп Кларк. Хӑйсен тӗпчевӗнче вӗсем 1200 шахматҫӑ-гроссмейстер пурнӑҫне тӗпченӗ. Ҫав шута пурнӑҫран уйрӑлма ӗлкӗрнисем те кӗнӗ.
владимир // 3957.56.0551
2018.05.09 00:18 | |
Ну, лайах пулчĕ те ку статьяна вулани! Ара, эпир "пустуй вĕрем ирттерен" сăмаха миçе хут илтместпĕр-ши "шахмăтçăсем"! Халь "вçо" - "хирĕçлемелли мел" малашне "алайĕнче" пулĕ...Тав статьан авторне те, кунашкал "сăнавçăсене те - ыр сăмах! |