Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Республика парламентӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва хускатрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.04.2018 12:23 | 2202 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Григорий Данилов (иккӗмӗш ретре) депутат
Григорий Данилов (иккӗмӗш ретре) депутат

Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗ иртет. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительствин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ.

Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн ыйтусемпе доклада сӳтсе явасси пуҫланчӗ. Микрофона тивӗҫнисенчен пӗри, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов, шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва чӑвашла хускатрӗ. Депутатӑн чӑвашла ыйтӑвне Михаил Игнатьев тӑван чӗлхепе хуравларӗ. Сурдокуҫаруҫӑна ӗлкӗрсе пыма йывӑррине асӑрхаттаракан та, сӑмах май, залра тупӑнчӗ. Валерий Филимонов спикер прокурорсен тата ытти хӑшӗ-пӗрисен сурдокуҫарӑва итлеме май ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗ.

Григорий Данилов чӑваш чӗлхине шкулта вӗрентес ыйтупа халӑхра темле калаҫакан та пуррине аса илтерчӗ. Пӗрисен шучӗпе факультатив мелӗпе вӗрентмелле, теприсем пурне тет вӗрентмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ. Григорий Данилов шучӗпе чи лайӑх вариант — «таҫта варринче». Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пулнӑ май Элтепер республика Конституцийӗн гаранчӗ шутланнине аса илтерчӗ депутат.

Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, «пирӗн нимле пӑтӑрмах та ҫук», тӑван чӗлхене саккунпа килӗшӳллӗн суйласа илеҫҫӗ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, «пӗр вӑхӑтра эпир РФ Вӗренӳ министерствин методикине пӑхӑнман». Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ӗҫсӗр юласран 100 ытла ҫынна урӑх предмета ӑша хывтарма Вӗренӳ институтӗнче вӗрентсе кӑларнӑ.

#парламент, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Вӗренӳ министерстви, #депутатсем, #сесси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тумантей // 3993.8.7282
2018.04.24 19:59
Тата хӑҫанччен чӑтайӑпӑр-ши. эх турух!
Михаил ВолковСун // 1182.25.1889
2018.07.07 01:10
Хускатни сахал. Пирӗн тӳре-шара ку ыйт пӗлтерӗшне ӑнлансах ҫитеймест, мӗншӗн теахсен ытларахӑшӗ тӑван чӗлхене ачатӗнче тата шкулта ятарласа вӗренеймен.Пур предмета та вӗсене вырӑсла 1 класранах вӗрентнӗ. Ку мел аталану хӑвӑртлӑхне хавшатать, нумай ачашӑн ку пысӑк сиен. Йӑрӑ вӗренекесем кӑна ку йывӑрлӑха ҫӗнейреҫҫӗ. Ытт исем ҫурма вӗреннӗьача-пӑча професси илме часах пултараймаҫҫӗ. Ӗҫке ереҫҫӗ, тӗрмене текеҫҫӗ, ватӑсен ӗнси ҫине ларма пӑхаҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем