Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкар мӑйракасӑр пилӗк троллейбус туянасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 17.04.2018 13:30 | 1656 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ хальхи йышши пилӗк троллейбус туянасшӑн. Кун пирки ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ирттернӗ пресс-конференцире тӗп хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ.

«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хула хыснинче Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли ҫӗнӗ троллейбуссем туянма укҫа пӑхса хӑварнӑ. Шӑпах ҫавӑнпа тӳре-шара мӑйракасӑрах ҫӳрекен пилӗк транспорт туянма палӑртнӑ.

Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, пӗлтӗр Хула кунӗ умӗн кун йышши троллейбуса Шупашкара тӗрӗслеме тесе илсе килнӗччӗ, ун чухне мӑйракасӑр троллейбус Шупашкар урамӗсемпе ҫаврӑнса Ҫӗнӗ хулана, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗччӗ.

#транспорт, #троллейбуссем, #хысна, #укҫа, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Ҫӗнӗ хула

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Владимир Долгов // 1267.4.4136
2018.04.17 21:06
1. Шупашкар - Сене Шупашкар троллейбусла маршрут усмаллах!
Сак проекта тума 1980-сулсенче республикалла хасатра та сутсе явна. Ку проектне пурнаслана сын пулсан, ана Шупашкарта тата уйрамах Сене Шупашкартах палаксене лартмаллачче!
2. Тепер пелтерешле транспортла проблема - Сурсер-Хевел анас микрорайонтан - Сене Кантар микрорайон патне сулпа кеперсене Эльмень урам тарах тумалли. Вал шупашкарти виссемеш транспортла сурмаунка.
Сак проблемасене ЧР Пуслах санаса тереслемеллех.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем