Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Олимп чемпионӗ ячӗпе — ӑмӑртусем

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
galina.belkova 28.12.2011 22:13 | 1919 хут пӑхнӑ
Олимп чемпионӗ В.П.Воронков
Олимп чемпионӗ В.П.Воронков

Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра сывлӑха ҫирӗплетме спортпа туслашни те витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа та-и, тен, нумай ял-хулара тӗрлӗрен спорт мероприятийӗсем, ӑмӑртусемпе тупӑшусем ирттересси вӑя кӗчӗ. Чӑн та, компьютер умӗнче пӗр хусканусӑр лариччен, е сехечӗ-сехечӗпе телевизорпа пыракан сериалсене шӑтарасла пӑхиччен тӗрлӗрен хусканусем туни, уйрӑмах ҫывӑхри вӑрманти е паркри сукмаксемпе уҫӑлса-чупса ҫӳрени сывлӑхшӑн питех те усӑллӑ пулнине каламасӑрах чухламалла ӗнтӗ. Урӑхла каласан: пурнӑҫ хусканура вӑл!

Ҫакна шута илсех ӗнтӗ Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 1991 ҫулта йӗлме йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту йӗркелесе янӑ. Ӑна Олимп чемпионӗ Владимир Воронкова халалланӑ. Владимир Петрович 1944 ҫулхи пушӑн ҫирӗммӗшӗнче Комсомольски районне кӗрекен Тукай ялӗнче кун ҫути курнӑ, ачалӑхӗ Кӗтне Пасарта иртнӗ, ҫул ҫитсен Хырхӗрри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулне ҫӳренӗ. Тантӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ун чухнех хӗллехи вӑхӑтра шкула та кашни кунах йӗлтӗрпе ҫӳренӗ. Каярах Челепи хулинче слесаре вӗренсе тухнӑ, анчах та пурнӑҫне спортпа ҫыхӑнтарма шутланӑ. Ӗмӗтленни, тӑрӑшни сая кайман: пултаруллӑ яш пилӗк хутчен СССР чемпионӗ, 1970 ҫулта тӗнче чемпионӗ, 1972 ҫулта вара хӗллехи Олимпиада чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ! Хальхи вӑхӑтра паллӑ спортсмен Мускавра пурӑнать.

Пирвайхи ҫул тупӑшу эстафета, каярах вара уйрӑм е командӑпа хӑвӑрт чупассипе иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусене кӑҫал шӑп та лӑп ҫирӗм ҫул ҫитрӗ! Ҫак ҫирӗм ҫул хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне вунсакӑр! хутчен хырхӗрри шкулӗн йӗлтӗрҫисен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ! Икӗ ӑмӑртура ҫеҫ — 1997 ҫулта вӑрманхӗррисене, 2010 ҫулта чӗчкенсене — выляса янӑ. Кӑҫалхи раштавӑн 25-мӗшӗнче иртнӗ ӑмӑртура та хуҫасен команди ҫӗнтерӳҫӗсен ятне алӑран вӗҫертмерӗ! Шкулта кашни ҫулта тенӗ пекех ача шучӗ чакни те пысӑк чӑрмав кӳрсе тӑраймарӗ маттур йӗлтӗрҫӗсене. Ҫакӑнта, паллах шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекен Ятманов Николай Никандровичӑн тӳпи пысӑкки яр уҫҫӑн курӑнать. Ӑмӑртусене пуҫарса ярасси те — унӑн сӗнӗвӗ, иртересси те — хӑйӗн ҫинчех. Ҫитес ҫулти кӑрлачӑн 6-шӗнче вӑл утмӑл ҫул тултарать. Ҫапах паянхи кун та ҫамрӑксемпе тан районти тата республика шайӗнче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать, шкул ачисене те спортпа туслашма пулӑшать. Мӗнех, малашне те вӑй-хал тата ӑнӑҫу сунас килет вӗрентекенпе ачисене! Вулакансене вара пӗр ӳркенсе тӑмасӑрах йӗлтӗрпе е ҫунашкапе, ҫуран та юрать, уҫӑ сывлӑша тухса сывлӑха ҫирӗплетме сунасси ҫеҫ юлать.

#Кӗтне Пасар, #Тукай, #Комсомольски районӗ, #Хырхӗрри, #йӗлтӗр, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем