Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Эстрада юрӑҫисен тавракурӑмне куртӑм та чӑваш пулас килми пулчӗ...»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.04.2018 05:53 | 1717 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫапла ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра. «Наци телевиденийӗ уҫӑлсан савӑннӑччӗ — ҫур ҫул курнӑ хыҫҫӑн курма пӑрахрӑм — кичемлӗх! Наци радиовӗ уҫӑлсан - итлерӗм, Олег Прокопьев тухса кайсан — каллех кичемлӗх! Тӑван радио уҫӑлсан та савӑннӑччӗ — ҫур ҫул шанса пурӑнтӑм, малалла — кичемлӗх! «Киремет» ушкӑн уҫӑлсанах шанчӑк ҫуралнӑччӗ, хӑш-пӗр чӑваш эстрада юрӑҫисен тавракурӑмне куртӑм та — чӑваш пулас килми пулчӗ...», — чун ыратӑвӗ сисӗнет ҫак йӗркесенче.

Ҫак поста вулакансенчен пӗри, Наталья Корнеева, темӑна сӳтсе явнӑ май ҫапла ҫырса хунӑ: «Поэт-писательсем ҫинчен передача ертсе пыраҫҫӗ — пӗр интонаци, пӗр эмоци ҫук вӗт каласа параканӑн... Мӗнле пӑхмалла ҫавӑн пек чунсӑр передачӑсене...».

#чӑвашлӑх, #МИХсем, #тӗнче тетелӗ, #радио, #телекурав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-152154786_4814
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4196.81.3167
2018.04.02 17:28
Agabazar
Вара мĕн?
Пĕри каланă тит: "Путина куртăм та — вырăс пулас килсе кайрĕ".
влад маскай // 3957.56.0551
2018.04.14 00:07
Ку радиопа телевиденири пăтăрмахсем мĕншĕн пулса иртеççĕ?! Пĕрремĕшĕнчен, çав должностьсене илсе пыма ăста çынсем лекменнипе тесе шухăшлатăп эпĕ. Шутламастăп! Мĕншĕн лекмеççĕ вĕсем? Конкуренци пулмннипех! Мĕншĕн конкурецийĕ çук? Укçаллă вырăнсем мар! Мĕншĕн укçаллă мар? Пуçлăхсем ăнланманнипе çак çынсенчен мĕнле усă кĕтмеллине! Çак должностьсенчен мĕнпур культура пуçланнине!!! Пур çĕрте те халь вăрлани касать халăха! Кунĕн - çĕрĕн "шăйăраççĕ" пуçлăхсем! Миллионсемпех! Миллиардсем те пур -тăр - ха? Пĕр çĕрте те ревизионнăй комисси çук! Учет çук! Контроль çук! В.Туркая аса илесчĕ! Мĕнле тертпелен çырать вăл сăввисенче чăвашсемшĕн çунса?! Чăваш халăхĕ пĕтсе ан лартăр тесе! Эпир вара мухтавлă сăмах çеç илтесшĕн çунатпăр...Мухтар та, мухтанар та - вăрлама ункайлăрах пултăр хаçат редакторĕсене, радиопа телевидени пуçлăхĕсене, культурă министерствин пуçлăхĕсемпе вĕсен бухгалтерĕсене! В.Туркая тимлĕн вулăр! Сальвадор Далипе танлаштарса лаша пек ан ахăлтатăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем