Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ пулчӗ те ҫавна май Раҫҫейӗн Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗнче пенси илекен театр ӑстисен йышне шутласа кӑларнӑ.
«Театр тата театрпа курав организацийӗсен сцени ҫинче ӗҫлекенсене ватлӑхпа тӳлекен пенсие иртерех кӑлараҫҫӗ», — пӗлменнисене хыпарлать РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмен пресс-служби.
Пирӗн республикӑра ун пек категорие кӗрекенсем 164 ҫын иккен. Вӗсем пурте тенӗ пекех, 159-шӗ, Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ.
Театрсенче ӗҫлекен артистсене вӗсен ӗҫне тата стажне кура 15-30 ҫултан пенси тӳлеме пуҫлаҫҫӗ.
Солист пулса балет артистӗнче 15 ҫултан кая мар тӑрӑшсан пенси тӳлеме пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем — вунӑ ҫын. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 37 ҫулта.