Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Чӑвашлӑх ыйтӑвне ҫӗклерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.12.2011 13:23 | 1762 хут пӑхнӑ
Тӗлпулура
Тӗлпулура

Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан сумлӑ ҫынсем пухӑнчӗҫ — иртсе каякан ҫулталӑкри ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене асӑнчӗҫ, малашнехи пирки калаҫрӗҫ. Мероприятие вара «Чӑваш Ен» наци радиовӗн корреспонденчӗ Ольга Деменцова ертсе пычӗ.

Нумайӑнтарах пухӑнма хӑшӗ-пӗрне тулта алхасакан ҫанталӑк чарчӗ пулсан та пӳлӗме ҫынсем ҫителӗклех пуҫтарӑнчӗҫ: Сарри Мишши, Праски Витти, Енилин Николай Аристархович, Пётр Пупин, Виталий Станьял, Тимӗр Тяпкин, Олег Прокопьев, Арсений Тарасов, Николай Ишентей, ыттисем. Хускатнӑ ыйтусене асӑнас пулсан ытларах чӑваш халӑхне пӗрлештерме пултаракан пӗр-пӗр никӗсе шыраса тупмалли пирки калаҫрӗҫ. Халӑх интеллигенцийӗ пирки те сӑмах пулчӗ — ӑҫта ун пулмалла, мӗнле ӗҫлемелле. Олег Прокопьев чӑвашла пайта тума вӗренейменни пирки ӳпкелерӗ. Депутатсемпе, Шупашкар хулин ертӳҫисемпе тата район пуҫлӑхӗсемпе тачӑрах ӗҫлеме сӗнӳсем пулчӗҫ.

Тӗлпулӑва, паллах, укҫа-тенкӗсӗр ирттерме май ҫук, ӑна йӗркелекенсем Александр Капитонова, Евгений Антонова, Александр Самакина (вӗсем хӑйсем те калаҫӑва хутшӑнчӗҫ) тав турӗҫ. Тимӗр Тяпкин, тӗлпулӑва йӗркелекенсенчен пӗри, тепӗр мероприятие — Сурхурие — анлӑрах пухӑнма сӗнчӗ.

Калаҫу хӗрӳллӗ иртрӗ, тавлашма пуҫланисем те пулчӗҫ. Вӗсенчен пӗр пайне эсир тунтикун (раштав, 26) «Чӑваш Ен» наци радиовӗпе итлеме пултаратӑр.

 

Сӑнсем (19)

#тӗлпулусем, #Шупашкар, #Ҫӑлкуҫ

 

Комментари:

Migulaj // 1852.47.8240
2011.12.22 19:57
Сурхури уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкарти «Çăлкуç» кафере чăвашлăхшăн тăрăшакан сумлă çынсем чăвашлăх ыйтăвне мĕнле чĕлхепе сÿтсе яврĕç?
2011.12.22 20:13
Аçтахар Плотников
Чăвашла ĕнтĕ! Чăвашла! Кашни япала пирки «кăна мĕнле чĕлхепе ирттерчĕç», «ак кăна мĕнлипе»? тенипе чăвашлăх пулмасть вăл! Тарăхтарни кăна пулать. Ĕçлени кирлĕ. Вырăсла иртекен мероприятисене пырăр та чăвашла ирттерĕр. Вăт ку вара ĕç пулать. Пустуй сăмах çӳпĕлени мар.
2011.12.22 20:15
Аçтахар Плотников
//Ман йăмăкăн ачи икĕ çулта. Калаçма вĕренет. Нумай пулмасть ун çĕнĕлĕх çуралчĕ — мĕн курать пӳрнипе тĕллесе «ак ку мĕн?» /чăвашла ӳстереççĕ/ тесе ыйтать. Уншăн — килĕшӳллĕ. Çитĕнсе çитнĕ арçыншăн вара попугай пек «мĕнле чĕлхепе?» тесе ларни пĕрре те килĕшӳллĕ мар.
Тимер // 5574.4.5423
2011.12.22 21:50
Микулай питĕ тĕрĕс ыйту тăратать. Нумай чухне чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисене ют чĕлхепе ирттереççĕ. Паллах чăн-чăн патриотсене ку япала тарăхтарать.Хам пирки каласан кун пек намăс япала халиччен туман. Малашне те турăсем хăтарчăр ун пек мăшкăлтан.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем