Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулса иртнӗ инкеке халӗ судра пӑхса тухнӑ.
Шупашкарта ҫав кун пӗрле ӗҫлекенсем шалу ҫума пухӑннӑ. Тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗрлех эрех те туяннӑ. 26-ри кил хуҫи хӑна-вӗрлене хапӑл пулнӑ. Епле хапӑлламӑн, ӗҫтешсем-ҫке!
Сӑра сакки сарлака та, тем ҫинчен те калаҫнӑ. Кил хуҫипе пӗр хӗрарӑм хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмах юрӑхлӑ пулман курӑнать — урса кайнӑ хӑна алла ҫӗҫӗ ярса тытнӑ. Унпа вӑл шалу ҫутаркан кил хуҫине темиҫе хутчен те яшлаттарнӑ. Сурана пула кил хуҫи вырӑнтах вилсе кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илни вара тухса шӑвӑннӑ.
Анчах пакунлисенчен тарса ҫӳреймӗн. Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма 7 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.