Чӑваш Енре пурӑнакан Дарья Комарова Станислав Говорухин кинорежиссера тапӑннӑ. Куҫа-куҫӑн мар, Facebook халӑх тетелӗнче. Вӑл унти хӑйӗн страницинче пӗтӗм тӗнче пӗлекен ҫак ҫынна айӑпласа ҫырнӑ.
Тӗпрен илсен, хайхи ҫыруран акӑ мӗн паллӑ: Дарья Комарова 2012 ҫулта журналистра ӗҫленӗ, ҫав ҫулхине Шупашкара Станислав Говорухин килсен вӑл унран интервью илме пынӑ. Ун чухне 75 ҫулти режиссер хӗре хӑйӗнпе ҫӗр каҫма ыйтнӑ, уншӑн фильмра ӳкерӗнмешкӗн майсем туса пама шантарнӑ имӗш. Апла пулин те Дарья паллӑ ҫынран интервью илнӗ иккен. Ун хыҫҫӑн вара Говорухин хӑйӗн телефон номерне панӑ, иккӗшӗн хушшинчи калаҫӑва вӑрттӑнлӑхра хӑварма ыйтнӑ-мӗн.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, Станислав Говорухин ку сас-хурана уҫӑмлатнӑ май 2012 ҫулта хӑй Шупашкарта пулни пирки иккӗленнине палӑртнӑ, кунашкал калаҫӑва астуманнине пӗлтернӗ. Апла пулин те Станислав Говорухин ҫав ҫулхине Шупашкара килни паллӑ.
Agabazar // 1271.19.9014
2018.03.13 14:54 | |
Аçтахар Плотников // 3000.76.3861
2018.03.13 17:22 | |
Ик автан манерлĕ ĕнтĕ. | |
Владимир Болгарский // 4343.9.2301
2018.03.15 12:07 | |
Тапăннă пирки мĕншĕн тÿрех каламан-ха? Кайран пакăлтатни ниме те пĕлтермеç. Ун чухне Говорухин çемçе тапăннишĕн тен Комарова текенни савăнса кăна тăнă пуль. |
Тапăнаканни кам?