Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫутӑ хуртсем»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
galina.belkova 15.12.2011 23:27 | 3222 хут пӑхнӑ

Хӗллехи каҫсем питӗ вӑрӑм, кунӗсем вара питех те кӗске. Кун ҫути вӑй илсе ҫеҫ ҫитерет, часах йӗри-тавра чатӑр карса илнӗ евӗр ҫанталӑк тӗксӗмленет, часах тепӗр каҫ та ҫитет. Иртнӗ ҫулсенче хӗле хирӗҫ сехетсене пӗр сехет каярах куҫарнине пула ирхине ӗҫе кайнӑ вӑхӑта кӑшт ҫуталма та тытӑнатчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вара пачах та урӑхла: сехет йӗпписем саккӑр тӗлне ҫитеҫҫӗ — урамра вара куҫран йӗп чышсан та нимӗн те курӑнмасть!

Хулара, пырать-ха, кашни юпа ҫинче тенӗ пекех хунарсем ҫутатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр урамсенче кӑнтӑрлахирен те ҫутӑрах, тейӗн. Ялсенче вара урамра хирӗҫ пулакансем пӗр-пӗрин ҫине пырса тӑрӑнма та пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен хунарсем сайра-сайра ҫеҫ вырнаҫнӑ.

Час ҫутӑлманни, уйрӑмах, ачасене терт кӳрет. Мӑн ҫыннӑн та ирхине ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑруках сиксе тӑрас килмест, ача-пӑчан вара тутлӑ ыйхӑран татӑлса, ҫурӑм хыҫне сумкка уртса ярса шкулалла ҫул тытма тивет. Кӗҫӗн класри ачасене тата та йывӑртарах. Пыраҫҫӗ вара, куҫӗсене сӑтӑркаласа, ҫул хӗррипе (чылай ялсенче ятарласа тунӑ тротуарсем ҫук пирки ҫапла тума лекет) иртсе ҫӳрекен машинасене те курмаҫҫӗ. Руль умӗнче ларакансем те ҫын кӗлеткине аякран асӑрхаса ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫывӑха ҫитсен тӑруках тормозне пусса лартаҫҫӗ. Чӑн та, хӑрушрах ирхине ҫул ҫине тухма.

Юрать-ха, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем пур ҫӗр ҫинче. Тӗттӗм ҫанталӑк ҫул ҫинче ҫӳрекенсене чӑрмав сахалтарах патӑр тесе вӗсем ҫиелти тумтир ҫине ятарлӑ ҫутатакан хӑюсем ҫыхса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ.

Ҫак сӗнӗве Хырхӗрри шкулӗ вӑрӑха хӑвармасӑр алла илчӗ. Кӗске вӑхӑт хушшинче шкул дирекцийӗ ҫителӗклӗ чухлӗ хӑюсем туянчӗ те, ачасене валеҫсе парса ӗҫе кӗртсе ячӗ. Чӑн та, ирхине хунар ҫутман вырӑнсенче те машин фарисен ҫутипе унта та кунта ҫутӑ хуртсем пынӑнах туйӑнать: ку вӑл шкул ачисен пальто-куртка ҫаннисем ҫинчи ятарлӑ хӑюсем. Вӗсене курсанах водительсем те тимӗр урхамахӗсен хӑвӑртлӑхне чакараҫҫӗ, малалла тата та тимлӗрех пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ытти шкулсенче те ҫак ҫӗнӗлӗхе вӑйа кӗртсен питех те лайӑх пулӗччӗ те! Тен, ҫакна кура, ҫул ҫинче пулса иртекен инкек-синкек йышӗ те самаях чакса ларӗ?

#Комсомольски районӗ, #ачасем, #хӑрушлӑхсӑр, #ҫул-йӗр, #шкулсем, #Хырхӗрри

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем