Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Салтаксем киле таврӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
galina.belkova 08.12.2011 20:40 | 1583 хут пӑхнӑ
Тӗл пулу вӑхӑтӗнче. В.Лепешкина сӑнӳкерчӗкӗ
Тӗл пулу вӑхӑтӗнче. В.Лепешкина сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗсмет ӗҫӗ мӗн авалтанах ҫӑмӑлах пулман. Уйрӑмах вунсаккӑрмӑш-вунтӑххӑрмӑш ӗмӗрсенче (1874 ҫулччен) хӗсмете каякансене йывӑр килнӗ, мӗншӗн тесен ку вӑхӑтра тӑван кил-йышран 25 ҫуллӑха уйрӑлма тивнӗ. Паллах, ҫывӑх ҫыннисем никрута хӑҫан та пулин тепре чӗрӗ-сывӑ курасса сунманпа пӗрех, ҫавӑнпа та ӑна йӗрсе-макӑрса ӑсатнӑ, салтак юррисем те питӗ хурлӑхлӑ та тунсӑхлӑ пулнӑ.

Совет Ҫарӗнче юлашки ҫулсенче салтакра икӗ, тинӗс ҫар флотӗнче вара виҫӗ ҫул хушши шинель тӑхӑнмалла пулнӑ. Хальхи Раҫҫей ҫарӗнчен вара яшсем шӑп та лӑп пӗр ҫулталӑкран киле таврӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче чылай ялсемпе хуласенчи вунсаккӑра ҫитнӗ призывниксем салтак тумне тӑхӑнчӗҫ. Ҫулталӑк хӗсметре тӑнӑ каччӑсем вара тӑван килсене таврӑнса пыраҫҫӗ. Юнкун Кӗтне Пасар каччи Саша Романов та ҫуралнӑ киле ҫитрӗ. Вӑл Ҫӗршывӑн тепӗр енчех — Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пулнӑ. Тепӗр куннех вӑл тӑхӑр ҫул хушши вӗреннӗ Хырхӗрри тӗп шкулне ҫул тытрӗ. Ахаль те патварскер, тата тӗрекленсе илемленнӗ яш. Чӑн малтанах вӑл спортзала ҫул тытрӗ, Н.Н.Ятманов физкультура учительне тав сӑмахӗ каларӗ. Ара, шкулта вӗреннӗ чухне тӗрлӗ-тӗрлӗ спортпа туслашса районти чылай ӑмӑртусене ҫӳренӗ-ҫке! Ҫӳренӗ ҫеҫ мар, яланах тенӗ пекех йӗлтӗрпе те, ҫуран чупассипе, перессипе те, тата ытти спорт вӑййсенче те малти вырӑнсене тухнӑ. Класра пӗрле вӗренекенсенчен чылайӑшӗ туслашнӑччӗ спортпа. Ҫакӑ, палах, салтакра питех те кирлӗ пулчӗ. Калаҫмалли, чӑн та, питӗ нумай. Ҫапах та Николай Никандрович салтакпа хӑй ҫеҫ калаҫнипе ҫырлахмарӗ: ӑна 5-7 классенче вӗренекен ачасемпе курнӑҫтарма шутларӗ. Савӑнса кайсах асӑнна класри ачасем истори кабинетне пуҫтарӑнчӗҫ. Шӑп ҫакӑнта вӗреннӗ ӗнтӗ Саша. Малтанах Н.Н.Ятманов хальхи тӗнчери лару-тӑрупа паллаштарчӗ, хӑй ҫарта пулнӑ вӑхӑтсене аса илчӗ. Ун хыҫҫӑн тин ҫеҫ хӗсметрен таврӑннӑ каччӑна сӑмах пачӗ. Тимлесе итлерӗҫ ачасемпе вӗрентекенсем Сашӑн сӑмахӗсене, нумай-нумай ыйту пачӗҫ. Пурне те пӗлес килет-ҫке: ирхине миҫере тӑмалла салтакӑн? мӗнле апат-ҫимӗҫ ҫитереҫҫӗ? таса мар япалисене кам ҫуса парать? телевизор курма е компьютерпа выляма пулать-и унта? пӑшалран пертереҫҫӗ-и? пушӑ вӑхӑт пур-и салтакӑн?, — тата ытти нумай-нумай ыйтусем пулчӗҫ. Кашни ыйтӑва хуравлама, пӗлменнине ӑнлантарма тӑрӑшрӗ хӑй те нумай пулмасть ҫеҫ партӑран уйрӑлнӑ ҫамрӑк. Ачасене ашшӗ-амӑшне итлеме, вӗрентекенсене хисеплеме, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыма сӗнчӗ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ май шкула татах та килме шантарчӗ вӑл.

#Комсомольски районӗ, #Хырхӗрри, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем