Юлашки ҫулсенче ҫанталӑк тӑруках пулса иртекен пулӑмсемпе, кӗтмен ҫӗртен уяр е шартлама сивӗсемпе палӑрса тӑнине эпир, ҫынсем, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр тесен те йӑнӑш пулмасть пуль. Акӑ, паян ты юр ларнӑ хыҫҫӑн чылаях вӑхӑт иртрӗ пулин те, урамра виҫӗ градуса ҫити ӑшӑ. Ҫитменнине тата вӑхӑт-вӑхӑтпа чашлаттарса ҫумӑр ҫуса антарать. Ҫулсем вара, юр ирӗлме тытӑннине кура, ҫур кунӗнчи евӗр ишӗлсе-путса пыраҫҫӗ.
Ҫакӑн пек йӗпе-сапана пӑхмасӑрах Хырхӗрри тӗп шкулне тӑватӑ ялтан ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ уроксем пӗтнӗ вӑхӑта шкула ҫитрӗ. Пухура чӑн малтан аслӑ вожатӑй В.Ф.Лепешкина сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен калаҫу ирттерчӗ, ятарласа хатӗрленӗ презентаципе паллаштарчӗ. Шкулта ҫак темӑпа ирттернӗ мероприятисем ҫинчен асӑнса хӑварчӗ. Ун хыҫҫӑн шкул ертӳҫи Ю.П.Алексеев тата унӑн воспитанипе вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ А.Я.Орлов тухса калаҫрӗҫ. Шкул Уставӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе те паллаштарчӗ директор. Кашни предметпа вӗрентекен учитель ашшӗ-амӑшне кӑсӑклантаракан ыйтусемпе тухса калаҫрӗ. Пухура ҫак вӗренӳ ҫулӗнче физкультура урокӗсен йышӗ ӳснӗ пирки те, ҫак вӑхӑтра район шайӗнче иртекен олимпиадӑсем пирки те,ачасене столовӑйӗнче апат ҫитерессине еплерех йӗркеленӗ пирки тата ытти нумай-нумай ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Ҫанталӑка пӑхмасӑрах ашшӗ-амӑшӗ шкула йышлӑн пуҫтарӑнни питех те савӑнтарать.