Хӑш-пӗр хӗрарӑм мӗншӗн хӗсӗр? ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫакӑн сӑлтавне пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чапрасова умӗнчех каланӑ.
Владимир Викторов хӑйӗн докладӗнче акӑ мӗн пӗлтернӗ: ача ҫуратиччен хӗрарӑмӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк вӑл хӗсӗр, 100 проценчӗпех. Ку доклада вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2017 ҫулти аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ мероприятире вуланӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗсӗрлӗх пирки калаҫма тытӑнсан залра ларакансем тӑрук «чӗрӗлсе» кайнӑ. «Интереслӗ тема-им? Пурте тӳрех вӑрантӑр. Эппин, шухӑшлӑр кӑштах», - тенӗ министр.
Кунашкал хыпара «Правда ПФО» пӗлтернӗ. Сайтра министр каланӑ сӑмахсен аудиоҫыравӗ пуррине те каланӑ.
Хамар ял // 2581.93.5174
2018.02.20 18:51 | |
Ку сене специальность - стоматогинекология? | |
Agabazar // 1085.33.0125
2018.02.22 15:55 | |
Малашне арçынсем мĕншĕн хĕсĕр пулни пирки каласа парасса кĕтетпĕр. | |
петр // 1191.9.0783
2018.02.23 12:45 | |
Кунта ним кулмалли те ҫук. Ӑнланмалла каланӑ. Путин та 1999 ҫулта мочить в сортире терӗ. Стратекиллӗ задачасем: тӑшмансене пӗтересси тата ача ҫуратса пурнӑҫа врентесси. |