Кашни ҫулах ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсене республикӑри хӑш-пӗр ҫулпа ҫӳреме чараҫҫӗ. Кӑҫал ку чару ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин проект хушӑвӗнче палӑртнӑ.
Ҫак тапхӑрта юр ирӗлет, йӗпе-сапана пула асфальт арканать. Республикӑри 43 ҫула сыхласа хӑварас тесе йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫӳреме чараҫҫӗ.
Кунашкал чару ҫулла та пулӗ. Ун чухне, шӑрӑхра, асфальт арканас хӑрушлӑх пур. Ҫулла, ҫӗртмерен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен, йывӑр тиевлӗ машинӑсене хӑш-пӗр ҫулпа ҫӳреттермӗҫ.
Шупашкарта вара йывӑр тиевлӗ машинӑсен пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен ҫӳреме юрамасть.