 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Чӑваш пурнӑҫӗнче ял-йышпа пухӑнса ирттерекен йӑла-йӗрке чылай. Вӗсене пирӗн асаттесем уявланӑ, хальхи вӑхӑтра вара атте-аннесем ҫуркунне, ҫулла, хӗлле е кӗркунне ялан пӗр вӑхӑта пӑхӑнса ирттереҫҫӗ.
Кашни уявӑнах авалтан килекен хӑйне евӗр пӗлтерӗшӗ, сӑмахлӑхӗ, юрри-ташши, илемӗ пур. Ҫӑварни уявӗнче сив хӗле ӑсататпӑр, ҫуркуннене, ҫуллана кӗтсе илмелли шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр. Ҫӑварни юрри-такмакӗ ҫӗр ӗҫӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. Ку уява хирти ӗҫсене хӑвӑрт, вӑр-вар пуҫтармалла пултӑр тесе ирттереҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗн ачисем те ҫав йӑласене ирттереҫҫӗ — нарӑсӑн 16-мӗшӗнче вӗсем «Ҫӑварни уявне» паллӑ тунӑ. Унта 5-7 класс ачисем хутшӑннӑ.
Ҫӑварни — пысӑк та савӑнӑҫлӑ уяв. Ӑна ӗлӗк-авалхи Италири шавлӑ карнавалсенчен пуҫланнӑ теҫҫӗ. Ҫӑварни кунӗсене Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 8 кун маларах (пӗр вырсарникунтан пуҫласа тепӗр вырсарникунччен) уявлаҫҫӗ. Ку уяв кашни ҫул пӗр вӑхӑтра килмест, вӑл Мӑнкун хӑҫан пулассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.
Ҫӑварни пуҫламӑшӗ — Аслӑ ҫӑварни. Кӑҫалхи календарьпе аслӑ ҫӑварни нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулчӗ, вӗҫӗ — Кӗҫӗн ҫӑварни. Вӑл нарӑсӑн 18-мӗшӗнче пулать.
Кӗҫӗн ҫӑварнире ҫамрӑксем пӗтӗм вӑйпа каттачи чупнӑ. Эрнипех ял-йыш савӑннӑ, ваттисем кӳршӗсемпе пӗрле киленнӗ, ача-пӑча йӗлтӗр-ҫунашкапа ярӑннӑ. Тӑвайккинчен чи малтан ярӑнса анаканӑн ҫуни инҫе каймасан акнӑ кантӑр, йӗтӗн лутра пулать имӗш, инҫе ярӑнса кайсан — вӑрӑм пулать теҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӑварни уявӗнче улӑмран ҫӑварни карчӑкӗ туса ӑна сӑрт ҫине лартнӑ, кайран ҫунтарса янӑ. Вут хывса ун урлӑ сиксе ырӑ- усалсенчен, чир-чӗртен тасалнӑ. Ҫӑварни кӑвайчӗ вӑйлӑ ҫунсан ҫуркунне час пулать, ҫу ӑшӑ пулать теҫҫӗ. Хӑш ялсен ҫӑварни кӑвайчӗ пысӑкрах пулать, ҫавсен тырри-пулли ӑнса пулать теҫҫӗ.
Ачасем сӑвӑ каларӗҫ, ҫавӑн пекех ҫӑварни юррине юрларӗҫ.
Малалла ӑмӑрту иртрӗ. Ачасем ҫунашкапа тупӑшрӗҫ, йӗлтӗрпе ярӑнса та пултарулӑха кӑтартрӗҫ. Ҫӑпата ывӑтасси те ачасене тыткӑнларӗ… Чир-чӗртен тасалма ҫӑварни карчӑкне ҫунтартӑмӑр. Хӗр ачасем ҫӳҫеллӗ тутӑрсем ҫыхса килни уява капӑрлатрӗ. Уявӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Вӗсем этеме унӑн ҫутҫанталӑкри вырӑнне ӑнланма, ҫамрӑксене ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх пӑхса ӳстерес ӗҫпе паллаштарма, чир-чӗртен упранма, ӑру йӑх тӑсма пулӑшаҫҫӗ.
Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Ҫӑварни уявӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа савӑнни ачасен асӗнче нумайччен юлӗ.





