Уроксенче вӑл усал сӑмахсемпе кӑшкӑрашнӑ, ачасем ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пӗр шкул ачине чышса ярса уринчен тапнӑ, теприне ҫухинчен тытса урайне ӳкернӗ. 12-ри хӗрачана вара спорт тумне вӗхӑтра тӑхӑнса ӗлкерейменшӗн ҫурӑмӗнчен ҫапнӑ. Ҫапла хӑтланнӑшӑн Куславккари район сучӗ вырӑнти шкулта физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ арҫынна айӑпланӑ.
Учитель аллинчен хӗн курнӑ ачасем пекех, 5-мӗш класра вӗренекенсем те урок пуҫланиччен выляса ҫӳренӗ. Вӗсене вӗрентекен вӑйпа чарма шутланӑ пулмалла. Вӗрентекен тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, ачасене вӑл 2 урок тӑршшӗпе мучитленӗ. Вӗренекенсем чӑтайманнипе класс ертӳҫирен пулӑшу ыйтнӑ. Ӗҫтешӗ ҫинчен ытти педагогсем хытӑ тата вичкӗн пулнине каласа параҫҫӗ. Анчах та вӑл ачасем ҫине алӑ ҫӗклеме пултарнине никам та шутламан. Халь арҫын шкулта ӗлемест. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарнӑ. Ҫавӑн пекех 3 ҫул унӑн ачасене вӗрентме юрамасть.