Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Этнография чувашского народа» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 05.01.2018 13:46 | 2106 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Этнография чувашского народа» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑxӗсен институчӗн ӑсчахӗсем пухса хатӗрленӗ. Ӗҫ ушкӑнне истори ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ В.П. Иванов тухӑҫлӑ ертсе пынӑ.

Ҫaк паха кӗнекере чӑвашсем ӑҫтан пулса кайни, халӑx йышӗ, наци тумтирӗ, капӑpлӑxӗсемпе апат-ҫимӗҫӗ, ҫeмье тата халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, ӑруран ӑpӑва куҫнӑ пултарулӑхӗпе ӑcталӑxӗ, ӗненӗвӗ, ӳнерӗ тата ытти ҫинчен тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ.

Унсӑр пуҫне кӗнекене терминcен словарьне уйрӑммӑн кӗpтнӗ. Ҫaвӑнпа та вӑл вӗрентекенсемпе студентсемшӗн, аслӑ классенче ӑс пухакан ачасемшӗн тата чӑваш халӑxӗн истoрийӗпе, культурипе кӑcӑкланакансемшӗн усӑллӑ та кирлӗ пулма тивӗҫ.

#апат-ҫимӗҫ, #йӑла-йӗрке, #чӑвашлӑх, #кӗнекесем, #студентсем, #шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Чăваш ачи // 9259.3.8429
2018.01.05 17:16
Ненай. Паха кĕнеке... ? Чăваш ăçтан пулса кайнă тени пирки тĕрĕссине унта ăнлантаракан çук пулĕ ? Чуваши "народ с неполной социальной структурой" тенĕ хыççăн "аслăллăх институчĕ" теме пăрахас пулать. Унтан кунтан,тĕрĕс тĕрĕс мар,çырни пултăр.
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.05 18:37
"Книгу не читал,но осуждаю" тесе каламас."Чăваш ăçтан пулса кайнине ăнлантарса панă" тени ытла та васкаса тунă пĕтĕмлетÿ пек туйăнать. Ку енпе пĕлетĕп теме ан васкăр. Халăх тени пилĕкçĕр çул каялла пачах урăхла пĕльтерĕшлĕ пулнă.Паянхи халăхпа авалхи халăх пĕрре мар.Çавна ăнланмасан ыттине тĕпчени усăсăр. Пилĕкçер çул каялла ,халăх ячĕ, пуç пулса тăракан сослови ячĕнчен кильнĕ.Тĕслĕхрен,малтан пирĕн тăрăхра тутар тесе тара тытнă ногайсен çар çыннисене каланă. Чăваш тесе проффессиллĕ çар сослови çыннисене каланă. Çармăс тесе "кĕçĕнçар-ополчение" каланă. Паллах сословисен хушшинче хутшăнса ылмашăнни те пулкаланă. Пĕр халăх çыннисемех тутар,чăваш,çармăс ятпа та çуреме пултарнă. Çавăнпах ĕнте летописсенче "пăтранчăк" чылай. Кĕскен каласан çапла пулать.
Agabazar // 1404.68.9632
2018.01.06 14:41
Agabazar
Кам-ха ку, "с полной социальной структурой" тесе капайланаканни?

Хăш енчен вара эсĕ çав тери "полнăй" пулса кайнă?

Калапăр, гуманитари институтенче миçе историк ларать? Пÿрне хуçса шутласа пăх.

Тутарсен миçе шалу илсе пурнакан историкĕсем? Вырăссен миçе? Шутласа тух та — чăвашсеннипе танлаштарса пăх. Курăпăр, çакăн хыççăн санăн "полнăй" тесе каппайланас шухашу пулĕ-и, пулмĕ-и?
Николай Мефодьев // 9259.3.8429
2018.01.08 17:57
Совет самани вăхăтĕнчи калăпран тухайман пулсан, придворный историксем хыççăн çырса илькелесен те каять пулмалла сире ? Çĕнни нимĕн те çук ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем