Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шупашкар хӗрарӑмӗ юмӑҫӑ 4 миллион тенкӗ тыттарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.01.2018 20:13 | 2058 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Краснодар крайӗнчен килнӗ юмӑҫ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе, ҫынна шаннипе усӑ курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пирӗн ентешрен 4 миллион тенке яхӑн «хӑйпӑтса» илнӗ.

«Юмӑҫ» Шупашкарта хваттер тара тытнӑ. Хӑй авалхи сиплевҫӗсен йӑхӗнчен пулнине ӗнентерсе пӗлтерӳ панӑ. Унӑн «пулӑшӑвӗпе» 44 ҫулти хӗрарӑм усӑ курма шухӑшланӑ. «Юмӑҫ» унӑн ывӑлне сыватма, йӑхри ылхана сирме шантарнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ ӑна ӗненнӗ, пысӑк укҫа тыттарнӑ. Лешӗ нухрат илсенех йӗп пек ҫухалнӑ.

Суя юмӑҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ та Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, вӑл шар курнӑ ҫыннӑн тӑкакне саплаштарма шантарнӑ.

Ҫак «юмӑҫ» ытти ӗҫпе те явӑҫман-и? Ҫакна полицейскисем тӗрӗслеҫҫӗ.

#полицейскисем, #ШӖМ, #укҫа-тенкӗ, #ултавҫӑсем, #юмӑҫсем, #Шупашкар, #Краснодар енӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46991
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем