Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тупмалли юмахсен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетсе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.11.2011 10:04 | 4405 хут пӑхнӑ

Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Паян ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ытларах хутшӑнчӗҫ. Хӑвӑр пӑхӑр: малтанхи вӑййа 1200 ытларах ҫырӑннӑ пулсан, хальхинче вара 2500 патнелле. Икӗ хут ытларах. Районсене пӑхас пулсан — Вӑрнар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк тата Элӗк районӗнчисем уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Хӑш-пӗр районсенчен хутшӑнакансем вара ытла та сахал пулчӗҫ — Куславкка, Ҫӗмӗрле, Муркаш. Те вӗсем патне пӗлтерӳ ҫитеймен ӗнтӗ, те компьютер таврашӗпе вӗсем чуханрах. Тутарстанри ачасем те чылайччӗ — уйрӑмах Ҫӗпрел районӗнчен хутшӑнакан йышӗ пысӑкччӗ. Вӗсен шучӗ, сӑмахран, хӗрлӗчутайсенчен та ытларахччӗ. Аксу, Пӑва, Элкел, Теччӗ районӗсенчен те пулчӗҫ.

 

Мала тухнисем вара ҫаксем (миҫе нухран пухнине кунта пӑхӑр):

* Иванова Лина Сергеевна (Вӑрмар районӗ, Кавалти тӗп шкул, 14 ҫулта);

* Ерицов Евгений (Канаш районӗ, Шелттем тӗп шкулӗ, 14 ҫулта);

* Алексеева Любовь Владимировна (Канаш районӗ, Вӑтакас Кипеч шкулӗ, 9 ҫулта);

* Чернова Юля Вячеславовна (Канаш районӗ, Вӑтакас Кипеч шкулӗ, 9 ҫулта);

* Грачёва Ольга Евгеньевна (Канаш районӗ, Сиккасси шкулӗ, 14 ҫулта);

* Еврукова Ирина Николаевна (Канаш районӗ, Шелттем тӗп шкулӗ, 13 ҫулта);

* Ильина Диана Валерьевна (Канаш районӗ, Шелттем тӗп шкулӗ, 12 ҫулта);

* Павлова Наталия Юрьевна (Вӑрмар районӗ, Кавалти тӗп шкул, 14 ҫулта);

* Ефимова Наташа Алексеевна (Канаш районӗ, Вӑтакас Кипеч шкулӗ, 9 ҫулта);

* Андреева Настя (Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Октябрьски шкулӗ, 16 ҫулта);

* Павлова Карина Викентьевна (Вӑрнар районӗ, Кӗҫӗн Кипек шкулӗ, 13 ҫулта);

* Максимова Татьяна Николаевна (Шупашкар, 20-мӗш шкул).

Хальлӗхе 12 ята асӑнтӑмӑр пулин те вӗсен вырӑнӗсене палӑртмарӑмӑр. Вырӑн тата парне илес тесен вӗсен tup@chuvash.org адреспа хӑйсем пирки пӗлтермелле — вӑрттӑн сӑмаха ҫырса ямалла, тата хушма информаци (килти адрес, карас телефонӗ, вӗсен ятне ҫирӗплетме пултаракан шкулти телефон). Ҫӳлерех вырнаҫнӑ хушаматсен вырӑн илес шанчӑк пысӑкрах — ҫӳлтисем пирӗнпе ҫыхӑнмасан ҫеҫ аяларахрисем вырӑн илме пултарӗҫ (ҫапах ан кулянӑр — ҫырӑр). Мала тухнӑ 50 хутшӑнакан ҫак ӑмӑртура миҫе нухрат пухни пирки ӗнентерӳ хучӗ илӗ. Электронлӑ вариантне tup@chuvash.org адреспа ҫырса ярса илме пулать. Хутне илес текенсен вара раштав уйӑхне кӗтме тивӗ.

Пуринчен те хурав илнӗ хыҫҫӑн вырӑнсене палӑртса тухӑпӑр. Н.И. Ашмарин словарӗ, ачасене кӑсӑклантарма пултаракан ытти тӗрлӗ-тӗрлӗ кӗнеке кама лекессине пӗлтерӗпӗр. Эсир ирӗк парсан — кашни шкула пӗр вырӑн уйӑрӑпӑр (хыравланӑ май пӗлтерӗр).

Вӑйӑ-ӑмӑрту вӗҫленчӗ. Хӑвӑр шухӑшӑр-кӑмӑлӑра пӗлтерсен аван пулӗччӗ — ҫак хыпар айне ҫырӑр.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Елчӗк районӗ, #сайтсем, #ӑмӑртусем, #Канаш районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Тутарстан, #Ҫӗпрел районӗ, #Шупашкар, #Элӗк районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tupmalli.yumah.ru/act/hisep
 

Комментари:

2011.11.03 20:04
Аçтахар Плотников
Сертификат илме кансĕрлемест. Парне илме вара кирлĕ... //хальлĕхе икĕ шкултан çеç ярса пачĕç-ха. Те хамăн шăнкăравлас пулать....
Павлова Карина Викентьевна // 2890.82.2880
2011.11.03 20:15
Эпĕ Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 7 -мĕш класра вĕренетĕп. Пурăнакан адрес -Мулакаси ялĕ, Вăрнар районĕ.Карас телефонĕ - 89278530266. Шкулти номер -260926. Учителĕ - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова Нина Петровна
Людмила Никитина // 3962.5.0775
2011.11.04 18:31
Эпĕ Вера Вениаминовна шухăшĕпе килĕшетĕп. Паллах,икĕ пин хут çырма çăмăлах мар пулсан та.
ВВВ // 6286.0.1391
2011.11.07 15:48
Сертификата сайта вырнаçтармалла пек туйăнать. Кашни хутшăнакан патне çитерме йывăртарах. Кирлĕ çын хăех уçласа илме пултарĕ.
Васильевна // 7438.5.5697
2011.11.07 20:12
Вĕрентекенĕсене Тав хучĕсем пулаççĕ-и?
2011.11.07 22:36
Аçтахар Плотников
Мен те пулин шутласа кăларăп пуль :)
2011.11.08 12:51
Аçтахар Плотников
Ĕнентерӳ хучĕсене вырнаçтарса тухрăм. Кунтан илме пултаратăр: http://tupmalli.yumah.ru/act/hisep

100 ытла пухнисенне çеç туса
2011.11.08 12:56
Аçтахар Плотников
Тата: кашнине ятарлă скриптпа туса. Çавăнпа та хутшăнакансем анкета анисене йăнăшпа çырнă пулсан — ĕнентерӳ хучĕнче те çав йăнăшсемех (сăмахран, хушаматсемпе ятсене пĕчĕкрен çырни). Районсене çеç юсарăм.
Ирина Григорьева // 3896.92.4360
2011.11.08 20:50
Ырă кун пултăр! Вăйă питĕ кăсăклă иртрĕ.Тупмалли юмахсем пĕрре те çăмăл мар. Ачасем вырăсланса пынă май, ĕлĕкхи сăмахсем нумаййине кура 100 нухрат е ытларах пухнисене пурне те ĕнентерÿ хучĕ памалла пек туйăнать. Тепĕр çул та вĕсем савăнса хутшăнĕç, чăваш чĕлхипе ытларах интересленĕç.Хутшăнманнисем ăмсанччăр.
2011.11.08 21:40
Аçтахар Плотников
>>100 нухрат е ытларах пухнисене пурне те ĕнентерÿ хучĕ памалла пек туйăнать.
Ара паян шап та лăп пурин валли те хатĕрлерĕм ĕнтĕ. http://tupmalli.yumah.ru/act/hisep - кунта (ячĕсем çине пуссан уçласа илме май пур).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем