Тунтикун, юпан 31-мӗш кунӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Художник Анатолий Миттов. Дорога в гору» (чӑв. Анатолий Миттов ӳнерҫӗ. Тӑвалла ҫул) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ку кӑларӑм (208 стр.) паллӑ чӑваш ӳнерҫин пурнӑҫне тата унӑн пултарулӑхне сӑнласа кӑтартать. Статьясенче эсир хальхи куҫпа пӑхса унӑн ӗҫӗсене ҫыракансем епле хак панипе паллашайратӑр. Кӗнеке ӳкерчӗксемпе те пуян. Хӑшне-пӗрне пӗрремӗш хут пичетленӗ.
Анатолий Миттов — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче (тепӗр ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗҫ) Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Унӑн ӗҫӗсем чӑннипех те чӑваш ӳнерӗн ылттӑн фончӗ шутланаҫҫӗ — вӗсенче вӑл чӑвашлӑха туллин те курӑмлӑн кӑтартма пултарнӑ. Ӗҫӗсене Раҫҫейри тата тӗнчери музейсенче курма пулать.