Раҫҫейре астаракан вӑйӑсене хирӗҫлекен саккун йышӑннӑранпа икӗ ҫул ытла ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗршыври хӑшпӗр регионсенче анчах укҫалла выляттарма ирӗк панӑ. Чӑваш Републикине вӗсен шутне кӗртмен. Ҫапах та «тупӑшлӑ ӗҫ» саккуна хирӗҫлет пулин те, нумайӑшне илӗртет.
Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫ-пуҫа чарас тӗллевпе час-часах тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Вӑрттӑн ӗҫлекен казиносене те тупаҫҫӗ. Паллах, вӗсене улах ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ, алӑк умне казино тесе ҫырса ҫакмаҫҫӗ, интернет-кафе тесе палӑртаҫҫӗ, е мӗн те пулин урӑххи — кам мӗнле пӗлет, саккуна ҫапла пӑсать. Унсӑр пуҫне вӑрттӑн ҫӗре пули-пулми ҫынна кӗртмеҫҫӗ: ялан ҫӳрекенсем, паллакансем валли анчах ҫул уҫӑ. Йӗрке хуралҫисем черетлӗ рейдра 20-е яхӑн салон тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсенчен 4-шӗ анчах ӗҫленӗ пулнӑ. Хӑшне-пӗрине йӗрке хуралҫисем выляма пынӑ ҫын пек кӗнӗ, шала кӗртмен ҫӗрте алӑкӗсене уҫас тесе ятарлӑ хатӗрсемпе те усӑ курма тивнӗ. Казино уҫакансене саккунпа килӗшӳллӗн айӑпласа явап тыттарӗҫ.