Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Тӑван чӗлхене пӑрахӑҫа кӑларакан — проституткӑран та пакӑҫрах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Юрий Яковлев 11.12.2017 11:42 | 7289 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Чӗлхе ыйтӑвӗ халӑхшӑн пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвне куҫнӑ вӑхӑтра чӗрре кӗрсе калаҫасси вӑй илме пуҫламалла. «Чӗрре кӗрсе шухӑшлакан кӑна – чӑн философ», – тет Мартин Хайдеггер. Ҫирӗм пӗррери Валери Туркай 1982 ҫулта ҫырнӑ сӑввинче философилле чӑнлӑх пирки калаННӑ.

 

Ҫӗр ҫул пурӑнасчӗ,

Ҫӗр ҫул юратасчӗ,

Ҫӗр ҫул, ывӑнмасӑр,

Ӗҫре тар тӑкасчӗ!

Пин хут ҫураласчӗ,

Пин хут ман вилесчӗ…

Ҫапах та нихҫан та

В и л е пулас марччӗ!

Ҫунасчӗ вутра та,

Путасчӗ шывра та.

Кӗрлетӗрччӗ ҫеҫ

манӑн пурнӑҫ

манра.

Ҫӳле хӑпарсан та,

Ӳксе салансан та…

Туясчӗ

хама

яланах

Пурнӑҫра!

 

Манифест пек, ӗненӳ символӗ пек вуланакан сӑвва Валерий Владимирович 35 ҫул каялла мар – паян ҫырнӑ тейӗн. Какӑр (горн) сассине илтсен вӑрҫа хӑнӑхтарнӑ ут, ватӑ пулсан та, чӗрнисемпе ҫӗре чӑтӑмсӑррӑн чавать. Туркай та чӗлхешӗн, ЧӖЛХЕМӖРШӖН ҫапӑҫӑва ыткӑнать. «Политика проститутки, – тесе тапӑнать вӑл Л. П. Куракова: «Нумаях пулмасть эп ЧР пуҫлӑхӗн сайтӗнче Кураковпа Игнатьев тӗл пулнине ҫирӗплетекен видеона куртӑм. Хӑрушӑ! Кураков ӗмӗр тӑршшӗпех политика проститутки пулнӑ. Кун пирки пурте пӗлеҫҫӗ. Анча та Кураков КУ ӖҪРЕ халь хӑйӗнчен те иртсе кайрӗ. Халь, пур чӑвашӑн та Тӑван Чӗлхемӗре хӳтӗлемелле чухне, вӑл, намӑссӑр, Станьяла питлет, «тӑрӑ шыв» ҫине кӑларать.

Паянтан пуҫласа маншӑн Кураков текен чӑваш ҫук! Кун пирки эп ӑна тин кӑна шӑнкӑравласа каларӑм.

Станъялпа та нумая пулмасть калаҫса илтӗмӗр.

Чыс та мутав вилӗмсӗр Виталий Станъяла!» (Чӑваш халӑх сайчӗ. 25.11.2017.).

Проститутка сӑмахпа Туркай ӑнсӑртран усӑ курмасть пулӗ. Ман шутпа, вӑл Путин тӗслӗхӗпе хавхаланать. 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Кремльте Путинпа Игорь Додон Молдави президенчӗ тӗл пулаҫҫӗ. Тӗл пулӑва пӗтӗмлетсе пресс-конференци ирттереҫҫӗ. Путин Дональд Трамп пирки пуҫтарнӑ компромата та асӑнать:

«Трамп приехал — и тут же побежал встречаться с московскими проститутками. Это человек, во-первых, взрослый уже. А во-вторых, человек, который ну не всю жизнь, но многие годы занимался организацией конкурсов красоты, общался с самыми красивыми женщинами мира. Вы знаете, я с трудом могу такое представить, что он побежал в отель встречаться с нашими девушками с пониженной социальной ответственностью…

Хотя они, безусловно… самые лучшие в мире, безусловно. Но, сомневаюсь, что Трамп клюнул на это.

Вы знаете, что хочу сказать, проституция — это серьезное такое безобразное социальное явление. Ведь молодые женщины занимаются этим и в том числе в связи с тем, что они по-другому не могут обеспечить себе достойного пути. И это в значительной степени вина общества и государства. А вот люди, которые заказывают фальшивки подобного рода, которые сейчас распространяются против избранного президента США, фабрикуют их и используют в политической борьбе — они хуже, чем проститутки. У них нет никаких вообще моральных ограничений».

Тӑван чӗлхене хӳтӗлесе шӑл шурри те кӑтартман пине яхӑн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ӑнланма пулать. Укҫа тӗлӗшӗнчен хӗсӗке юласси вӗсен умӗнчех (апла вӗсене, Путинӑн шухӑшлав логикипе, метафорипе усӑ курса, ахаль чӑваш проституткисем тейӗпӗр). Кураковӑн бюджет ҫыннисен хуйхи ҫук. Апла ун пирки, тен, Путин сӑмахӗсемпе те калама пулать.

Укҫалла сутӑнас кӑмӑл (усал) чӑваш чунне кӗмеллипех кӗнӗ пулас. Пултару ҫыннисене юхха сӑнарӗ канӑҫ паманни те ҫавӑн пирки шухӑшлаттарать. Вулакана эп хамӑн тӗрленчӗке сӗнесшӗн. Ӑна «Хыпар» хаҫат пӑсса пичетленӗччӗ (2014, ҫӗртме, 11). Кунта автор варианчӗпе паллашма пултаратӑр:

 

КУҪНА ЮХХА ХӖРАРӐМ ПӖҪ ХУШШИЙӖ ҪИНЕ МАР – ХӖВЕЛ ҪИНЕ ТӖЛЛЕ

(Хальхи чӑваш кинематографӗн вӑрттӑн туртӑмӗ пирки)

 Чӑваш киновӗ кӑҫалхи «Хыпарӑн» тӗп темисенчен пӗри. Хаҫат тӗпелӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтел» пирки ҫырнине Валентина Багадерова «Мӗн пур искусствӑран пӗлтерӗшли – кино» тесе ят панӑ (2014, ҫӗртме, 4). Ятне вӑл Вячеслав Оринов сӑмахӗнчен илнӗ, Оринов – Ленинран. Ҫак сӑмахсем паянхи чӑваш чун тӑрӑмне тӗп-тӗрӗс палӑртаҫҫӗ. «Эп мӗн туни кӑна пӗлтерӗшлӗ», «эп кӑна тӗрӗс», «эп кӑна ҫын», «эп мӗн с...и те ылтӑн»... Чӑваш поэчӗ-прозаикӗсен, художникӗ-скульпторӗсен, композиторӗсен тата ытти ӳнерҫӗсен (искусство ҫыннисен) ӗҫӗ вара пӗлтерӗшлӗ мар-и?..

Кӗтрет (чудо) теес килет манӑн К. Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, П. Эйзин, Н. Теветкел, Иосиф Дмитриев тата ыттисен сӑввисене. Иван Юркинӑн архивра упранакан пултарӑвӗ, Хусанкайпа Ухсай, Юрий Скворцов ҫырнисен пуххи, Мӗтри Юманпа Хумма Ҫеменӗн тата ыттисен чун талпӑнӑвӗ уй пек аслӑ, вӑрман пек пуян пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ялавин, Рсай, Еллиев, Лисина – космос шайӗнчи пулӑм. Уярпа Айхи, Артемьевпа Мартынов, Ишентейпе Кервен, Чиндыковпа Тарасов, Карягинӑпа Сельвестрова, ытти пин-пин ҫыракан чӑваш сӑмахӗн ҫуртне хӑпартнӑ. Чӑваш литератури пур, пулать. Литература – пирӗн халӑхӑн таланчӗ, ҫут ҫанталӑк пани. Юрий Зайцевпа Анатолий Миттов, Анатолий Розовпа Петр Петров, Геннадий Исаевпа Николай Енилин, Юрий Ювенальевпа Станислав Юхтар, Владимир Енилинпа Валерий Мытиков тата ҫӗр-ҫӗр ӳкерекен изоискусство пирки те – пур, пулать тетӗп. Чӑваш музыки пирки шухӑшланӑ чухне мана ялан Александр Осипов калани аса килет: «Ылтӑн тӑрӑх ҫӳретпӗр». Геннадий Воробьев, Александр Васильев тата ытти композитор ҫав ылтӑн патне пӗшкӗнчӗҫ те – чӑваш музыкине тӗнче шайне ҫӗклерӗҫ. Зинаида Козлова, Виталий Адюков, Земфира Яковлева тата ыттисем халӑх юрри чӑн-чӑн ахах пулнине ӗнентерчӗҫ. Эппин, чӑваш музыки пур – пулать.

«Кино туйӑмне пур халӑха та паман: пӗрисен вӑл пур, теприсен пач ҫук», – тет Андрей Плахов кино тӗпчевҫи («Вестник Европы», 2002, № 4). Театр пирки те ҫавнах каламалла. Чӑваш театрӗ пирки 30 ҫул шухӑшланине пӗтӗмлетем: чӑваш театрӗ пур тесе калама иртерех. Пур Валерий Яковлев театрӗ, Вячеслав Оринов театрӗ, Иосиф Дмитриев театрӗ, Стас Васильев театрӗ тата ытти-ытти режиссер театрӗ. Анчах пӗр пӗтӗмлӗ пулӑм пек чӑваш театрӗ – ҫук. Валерий Яковлев ытларах хӑйне палӑртасси пирки шутланӑ. Иосиф Дмитриев та режиссер ӗҫӗнче хӑйне – театра е халӑха мар – маларах лартнӑн туйӑнать.

«Мӗн вӑл наци? – ҫырать Лев Николаевич Гумилев. – Наци вӑл – этнос хӑйне епле тытнин стереотипӗ, хӑнӑхнӑ йӑли». Чӑваш хӑйне епле тытни вӑл – ыйтусен ыйтӑвӗ. Сцена ҫинче, экран ҫинче епле тытнине чӑвашла темен пулӑттӑм. Вячеслав Оринов театрта, Владимир Карсаков фильмсенче (эп хавхалантарнипе) халӑх хӑйне епле тытнине палӑртма хӑтланса пӑхрӗҫ. Анчах ку – пуҫламӑшӗ, пӗрремӗш утӑмсем. Халӑх хӑйне епле тытнине шута хурса аталанас пулсан театр та, кинематограф та тахҫанах чӑвашлӑх йӗрӗ ҫине ӳкмелле. Театрти сцена та, экран ҫинчи кадр та чӑвашла талккӑш (пространство) тупнӑ пулӗччӗ.

Паллах, театрта та, кинематографра та мӗн пулса иртнин вӑрттӑн тупсӑмне шырама пулать. Шырамалла та. Н.А. Бердяев кино курма вӑрмана канма кайнӑ пек ҫӳренӗ (Бердяева Лидия. Профессия, жена философа. М., 2002. 41 с.). «Символсен вӑрманӗпе ҫӳретӗп, вӗсен сӗмлӗхӗнче путатӑп», – аса килнӗ ӑна, ахӑртнех, Шарль Бодлерӑн «Шайлашусенчи» йӗркисем. Философ фактсене е пулӑмсене епле шӗкӗлченине ӑнланма унӑн «О «вечно-бабьем» в русской душе» (1914) ӗҫне вулама сӗнетӗп. Мӗн каланӑ пулӗччӗ-ши Николай Александрович Бердяев В. Ориновӑн «Хаяр ытамне», В. Карсаковӑн «Юххине», А.Степанов-Пӑрттан «Чупкӑнне», А. Васильевӑн «Нарспине» курас пулсан?

«Чӑвашсем, сире вилӗмрен ҫӑлакан Ҫеҫпӗл куҫӑрсене хӗвел ҫине тӗллеме ыйтнӑ, а эсир вара херарӑм пӗҫ хушшийӗ ҫине тӗлленӗ. Хӗвеле эпир тӳпе куҫӗ тетпӗр. Уйӑх – каҫхи хӗвел. Уйӑх – вагина символӗ». Л.Н. Гумилев асӑннӑ киносене умлӑ-хыҫҫӑн курас пулсан уйгурсем ҫумне чӑвашсене те хушса хунӑ пулӗччӗ, тӗпчевне «Проституция, как стереотип поведения уйгурского и чувашского этносов» тесе ят панӑ пулӗччӗ…

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкне С. Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #политика, #чӑвашлӑх, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4059.80.8917
2017.12.11 12:02
Agabazar
Ман сан валли çавнашкал чăвашсем çеç. Урăхла чăвашсем çук.

Сан валли юрăхлă мар тесе эс вĕсене персе пăрахаймастăн.

Чăвашсем епле — вĕсене çапла йышăнас пулать.

Кунта сан валли вернисаж мар. Суйласа çÿрейместĕн.
Agabazar // 4059.80.8917
2017.12.11 12:10
Agabazar
Ĕнтĕ каллех чĕлхене ятарласа хĕсекенсем мар, чăваш хăй айăплă имĕш. Хăйĕнчен пиçмест иккен!

кашни сăмах хыççăн скобкăра ăнлантарисем пулсан, кунашкал сăмахран мĕн усси?
Базиль Кириллов // 2971.03.9695
2017.12.13 15:30
Ай, Курак, Курак,тетчӗ М.Р. Федотов хӑйне улталанине ӗненмесӗр. В. Димитриев ӑна мухтаса аллаппирен те хулӑнрах кӗнеке ҫырнӑчче, Кураков ун вырӑнне : "Вы в ходе моего доклада смеялись!.." тесе гонорар тӳлемен иккен, Ивлева хирӗҫ Вокова мӗнле кӗртсе янӑччӗ? Мӗн кӑна пулман, ҫак ҫын хӑйне халь ангел пек тытать.
Agabazar // 1383.24.7903
2017.12.14 04:33
Agabazar
Дюис Ивлев ăна "вăтам доктор" тенĕ. Паллах, "вăтам" тени "начар" тениех мар ĕнтĕ.
Базиль Кириллов // 3652.86.3709
2017.12.22 19:25
Пичет ҫуртӗнчен тухса каяймасӑр вӑл темиҫе кун пурӑннине калаҫҫӗ, ӑна Же-н ачана пӑхнӑ пек запойран кӑларнӑ." Академик" тепӗртакран университетра мӗнлерех ӗҫкӗпе кӗрешрӗ! Щедринпа Волков ҫакна намӑсланса аса илмеҫҫӗ-ши? Тен, вӗсем ҫак калаҫӑва хутшӑнӗҫ? "Тусӗсем" пӗлтереҫҫех ӗнтӗ...
Базиль Кириллов // 3652.86.3709
2017.12.23 16:18
Пасар тӑрӑх акапуҫ сӗтӗрсе ҫӳрекен ача тӗрӗсех мар калать: "Эпӗ 27 ҫулта доктор пулса тӑнӑ, вӑл хӑҫантанпа?",- тенӗ ИвлевД.Д., ӑна вӑтаммисем шутне ниепле те лартма пултарайман. Уссӑр доктор!!! Кураков бухгалтерипе хӳтӗленнӗ, ун "диссертацине" халь тытса пӑхӑсан ХЛАМ теме кӑна пулать, Кӑна вӑл хӑй те ӑнланать пулмалла. Наукӑшӑн ку - ниме пӗлтермен сӑмах купи.
Дюис Даниловиич Ивлева ун "Короли и академики" кӗнеки аван пӗлме пулать (Ч., изд-во "Чувашия" 2009.).
Алексин // 3652.86.3709
2017.12.23 16:41
Кураков алхасни пирки эпӗ "Республика" хаҫатра "Как хорошо быть генералом" фельетон пичетленӗччӗ. Унта кураков диплом пама генерал-полковник тумӗпе пыни пирки сӑмах пынӑ, кун пирки "Советская Чувашия" (редакторӗ А. Соловьев) хӑпартланса пӗлтернӗччӗ.
Салтакра пӗр кун та пулман "паттӑр"скандал ҫӗкленсен "мана казаксем генерала илӗчӗҫ" тесе тӳрре тухнӑччӗ, лешсем Куракова вообще палламастпӑр тесе евитленӗччӗ.
Кун пирки ҫырнисене архивра тупма пулать.
Agabazar // 4089.28.1228
2017.12.23 18:10
Agabazar
Дюис Хоспочын: "эп 27 çулта доктор пултăм!" — тесе каппайланман вара!
А Кураковăн ăславри ĕçĕсене ăславçă çеç хакалама пултарать. Экономист-ăславçă.

Объективлă критерисем — кун çути курнă тĕпчев ĕçĕсем. Вĕсене тишкернĕ май, Дюис "вăтам" тесе хак панă. "Вăтам" тени вăл "Чаплă" тенине пĕлтермест. "Агитатор блокночĕ", "Тăван Атăл" йышши кăларăмсенче пичетленнĕ ĕçсем ăславçăна тĕрĕс кăтартма пултараймаççĕ.

Тепĕр хут: "Вăтам" тени вăл "Чаплă" тенине пĕлтермест.

Дюис Хăта тата ак мĕне палăртнăччĕ: Кураков аслă шкулта куçумăн мар вĕреннĕ. Эппин уншăн чăн-чăн студент пурнăçĕ пачах та ют. Айккинчен, хăяккăн çеç пĕлет вăл çав пурнăç пирки.
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.27 17:16
Алексин пӗтӗмпех тӗрӗс ҫырать!
Пӗрисем ватӑлнӑҫем ЫРӐ ЯТЛӐРАХ пулаҫҫӗ (*Станьял пек),
теприсем...
Турӑ ПӖТӖМПЕХ курать.
Валери Туркай.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем