Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Муркаш районӗн чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсенчен вӗренмелли нумай

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Э. В. Портнова 08.12.2017 19:29 | 2741 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Муркаш районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи 6-мӗш фестиваль-конкурс иртрӗ. Хӑнасене 2-мӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Данилова Алина Николаевна ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑх кӗвви-юррине ӑша хывма тӑрӑшать. Юрӑ-ташӑ илемлӗхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулӑшать.

Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уҫрӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑнасен умӗнче Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн информаципе методика центрӗн ертӳҫи Ершова Ирина Александровна тухса калаҫрӗ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертӳҫи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлӗх ертӳҫи ертсе пынипе 4-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ. Тури чӑвашсен калаҫӑвӗ, ҫӑварни вӑййисем пурне те кӑмӑла кайрӗ.

Фестивале хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн хӗрӳ самант пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакан вунӑ вӗрентекен те урока питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Калайкасси шкулӗнче ӗҫлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мӗш класра «Предложенин тӗп тата кӗҫӗн членӗсем» темӑпа урок пачӗ. Мӑн Хураҫкари Михайлова Валентина Львовна «Глагол ен» ҫӗршывӗпе 7 класс ачисене паллаштарчӗ. Тойкилтӗри Петрова Алина Евтихеевна 6-мӗш класра вӗренекенсемпе пӗрле «Япала ячӗ» урокра «Ҫарӑк» юмахри сӑнарсене аҫтаха аллинчен ҫӑлчӗ. Оринин шкулӗнче ӗҫлекен Блинова Наталия Семеновна 5-мӗш класпа «Сасӑсемпе сас паллисен ҫӗр-шывӗнче» пулса курчӗ. Нискасси шкулӗнче ӗҫлекен Осипова Надежда Ивановна 9-мӗш класс ачисене «Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени пайӗсем» ҫинчен ӑнлантарчӗ. Шурча шкулӗнчи Тюрина Нина Михайловна 7-мӗш класпа «Шутла, тавҫӑр, хуравла!» темӑпа "Глагол" пая пӗтӗмлетрӗ. Ильинкӑри Семенова Людмила Васильевна 9-мӗш класпа Рабфак хӗрӗ» новелла тӑрӑх «Чыс, тивӗҫ, юрату» темӑна сӳтсе яврӗ. Калайкасси шкулӗнче ӗҫлекен Портнова Эльвира Владимировна 7-мӗш класс ачисене Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине ҫур сехетре пӑхмасӑр вӗренме май пуррине кӑтартса пачӗ. Ярапай шкулӗнчи Дмитриева Алевтина Геннадьевна 6-мӗш класра «Аҫу аннӳне хисепле, хӑвнах ырӑ пулӗ» темӑпа тӗрлӗ халӑх культурин ҫыхӑнӑвне кӑтартрӗ. Ҫатра шкулӗнчи Никитина Людмила Валериановна «Килӗшӳ — кил илемӗ» темӑпа Г.Н.Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавне тата Л.Н.Толстойӑн «Старый дед и внучек» юптарӑвне 5 класс ачисемпе тишкерчӗ. Уроксем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн мастер-классем иртрӗҫ. Чи малтан Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Петрова Татьяна Николаевна «Чӑнлӑх мӗн парать?» темӑпа Митта Ваҫлейӗ тата Александр Солженицын пултарулӑхӗ тӑрӑх тӗрлӗ халӑх культурин ҫыхӑнӑвне урокра мӗнле йӗркелемеллине кӑтартса пачӗ. Красноармейский районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Тихонова Людмила Анатольевна ирттернӗ «Критикӑлла шухӑшлава аталантармалли технологийӗн мелӗсем» мастер-класс пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ. Муркаш районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Раевская Ирина Валентиновна ачасен пултарулӑхне аталантармалли мелсемпе меслетсем пирки ҫенӗрен аса илтерчӗ.

Жюри членӗсене уроксене хаклама йывӑр пулчӗ. Тихонова Людмила Анатольевна Муркаш район вӗрентекенӗсем уроксене хӑйне евӗр ирттернине, тухӑҫлӑ мелсемпе меслетсемпе усӑ курнине палӑртрӗ. Етӗрне районӗнчен килнӗ Тобоева Светлана Ивановна тата Николаева Валентина Поликарповна Муркаш район вӗрентекенӗсенчен вӗренмелли нумай тесе каларӗҫ, малалла та туслӑ ӗҫлеме шантарчӗҫ.

«Чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗ» чӑваш чӗлхи урокӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи Петрова Алина Евтихеевна пулчӗ. «Тӑван сӑмахлӑх пуянлӑхӗ» - чӑваш литература урокӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи - Дмитриева Алевтина Геннадьевна. Фестивале хутшӑннӑ вӗрентекенсене Ершова Ирина Александровна свидетельствӑсем парса хавхавлантарчӗ. Уява пӗтӗмлетсе чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Колбасова Маргарита Ильинична ертсе пынипе 7-класс ачисем «Кӗр сӑри» йӑлине кӑтартрӗҫ.

Фестиваль конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Курма килнисем те, конкурса хутшӑнакансем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Кун пек ӑмӑртусем кирлине, пӗр-пӗринчен вӗренмелли чылай пулнине палӑртрӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра уҫӑ уроксен фестивальне тӑратнӑ материалсем «Шкулта» интернет журналта пичетленӗҫ. Апла пулсан уроксен пахалӑхне эсир те, туссем, хаклама пултаратӑр.

#фестивальсем, #ӑмӑртусем, #вӗренӳ, #Муркаш районӗ, #шкулсем, #Калайкасси, #Тойкилтӗ, #Мӑн Хураҫка, #Оринин, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем