Кино фончӗ 500 пин ҫын таран пурӑнакан ялсемпе хуласенчи кинотеатрсене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ку конкурс кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен иртнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура ҫурчӗ те каялла тавӑрса памалла мар субсидие илме тивӗҫ учрежденисен йышне лекнӗ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, халӗ те ял-салари культура учрежденийӗсене 5 миллион тенкӗ таран парса пулӑшаҫҫӗ. Анчах ҫав кинозалсенче кайран хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене 50 процент таран кӑтартмалла.
Палӑртса хӑварар, 2015 тата 2016 ҫулсенче Кино фончӗ ял-салари тата пӗчӗк хуласенчи кинотеатрсене цифра оборудованийӗпе тивӗҫтерме, залсене ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енри 12 учреждени пӗтӗмпе 60 миллион тенкелӗх субсиди илнӗ, унпа усӑ курнӑ.