Чӑваш Енри влаҫ органӗсен сайчӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. 7 ведомство ҫӗнӗ верси ҫине куҫнӑ ӗнтӗ: дизайнӗ улшӑннӑ, функционал анлӑланнӑ.
Ҫӗнӗ тытӑм 5-6 тӗп пайсенчен тӑрать. Кашнинче хыпарсемпе, МИХсенче пичетленнӗ статьясемпе, саккун улшӑнӑвӗсемпе паллашма пулать. Пӗр-пӗр сӑмахпа кирлӗ текста та шыраса тупма май пур. RSS-лента ӗҫлет.
Ҫӗнӗ сайтсем хальхи йышши браузерсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мобильлӗ верси те пур. Халӑх тетелӗсенче сайтри хыпарпа пайланас килет-и? Малашне ҫакна тума ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем пурте ҫӗнӗ верси ҫине куҫӗҫ. Ҫитес ҫул вара вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем сайчӗсене ҫӗнетӗҫ.