Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Владимир Путин патне чӑваш шурсухалӗсем те ҫыру ячӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 17.11.2017 11:00 | 1976 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Тӗп Ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта Владимир Путин патне яма хатӗрленӗ Уҫӑ ҫырӑва хӗрӳллӗ пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Тимӗр Тяпкин чӑваш чӗлхи паянхи кун йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнин сӑлтавне ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӑван чӗлхине тимлӗх уйӑрманнинче курать. «Килте чӑвашла калаҫма пуҫланӑ хыҫҫӑн кӑна шкулсемпе ача пахчисенче чӑвашла вӗрентессине ыйтма пулать», — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Пётр Федотов пенсионер вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 400 пин ытла хӑйсен юнне тӑкни пирки каланӑ. Анчах, шел те, вӑрҫӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхине хӗсме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Алексей Бойков тӗрлӗ хутсене икӗ чӗлхепе йышӑнса пыма сӗннӗ, радиопа телекуравра чӑваш чӗлхин вӑхӑтне ӳстерме ыйтнӑ.

Усӑллӑ сӗнӳсемпе ҫавӑн пекех Алексей Иванов-Сӗрмек, Эдуард Ушаков, Владимир Милютин, Альберт Егоров татат ыттисем тухса калаҫнӑ.

Уҫӑ ҫырӑвӑн хатӗр варианчӗпе пирӗн сайтра паллашма пултаратӑр.

#вӗренӳ, #политика, #ҫырусем, #чӑваш чӗлхи, #ваттисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1580.13.4007
2017.11.18 06:28
Agabazar
Ку Тимĕр Тяпкин каллех ашшĕ-амăшĕсене "персе пăрахасси" пирки шутласа çурет-шим?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем