Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пӑва районӗнче чипер чӑваш пикисем ылтӑнлӑ пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 14.11.2017 21:52 | 1700 хут пӑхнӑ
Культура
Алексей Наумов сӑн ӳкерчӗкӗ
Алексей Наумов сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тутапстанри Пӑва районӗнчи Кипеккассинче «Пӑва районӗнчи чӑваш пики — 2017» титулшӑн ӑмӑрту пулса иртнӗ.

Тӳрере культура управленийӗн ертӳҫисем, Пӑва тӑрӑхӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи Владимир Ильин, Рункӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Гордеев, 2017 ҫулхи «Уяв пики» Анастасия Павлова, 2016 ҫулхи «Раҫҫей чӑваш пики» Ксения Романова пулнӑ.

Сцена ҫинче ултӑ хӗр тухнӑ. Спонсорсем хушшинче чӳречепе алӑк кӑларакансем те, ылтӑн сутакансем те, усламҫӑсем те пулнине пӗлтерет «Сувар» хаҫатра Константин Малышев.

Тӗрлӗрен номинацире мала тухнисене ювелир салонӗнче тавар туянмалӑх 5 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.

Мӑкӑр шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Тюплина мала тухнӑ. Екатерина кӑҫал «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗнче» те палӑрнӑ, ҫитес ҫул ҫуркунне Хусанта иртекен «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсра Пӑва районӗн чысне хӳтӗлӗ.

#Рункӑ, #культура, #чӑвашлӑх, #конкурссем, #Тутарстан, #Пӑва районӗ, #Мӑкӑр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 6608.6.5647
2017.11.15 07:22
Agabazar
"Чыса хÿтĕлес" тени мĕне пĕлтерет-ши? Çакна ăнланас тесе ĕмĕр тăршшĕпех тапаçланап.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем