Бурят Республикинче тухса тӑракан «Информ Полис» хаҫатра иртнӗ уйӑхра «Хамбо лама благословил нашу семью» ятпа чӑвашри паллӑ ҫемье, Атнер Петровичпа Гажидма Дамбаевна Хусанкайсем, ҫинчен пысӑк статья пичетленнӗ.
Атнер Петрович — филолог, литература критикӗ, публицист, наци юхӑмӗнче йӗр хӑварнӑ ҫын. Гажидма Дамбаевна — преподаватель, 1963-1982-мӗш ҫулсенче Буддистсен СССРти тӗп тӗн управленийӗн ертӳҫи пулнӑ Пандито Хамбо-лама XIX Жамбал-Доржи Гомбоевӑн пӗрремӗш куҫаруҫи пулнӑ.
Бурят хаҫачӗ хӑйсен ентешӗ Гажидма Дамбаевна мӑшӑрӗпе тӑван тӑрӑхне пырсан ҫемьепе тӗл пулнӑ. Атнер Петрович мӑшӑрӗ Хамбо лама вӗсен ҫемйине ырӑ суннине тата вӑл чӑваш чӗлхине вӗренме хушнине те аса илсе каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш чӗлхине вӗрен! Эсӗ унта пурӑнатӑн пулсан, вӑл — санӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыву», — тенӗ иккен буддистсен паллӑ манахӗ.