Ҫитес эрнере, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарта 2018 ҫулта хӑш урамсене плана кӗртмеллине халӑхпа сӳтсе явӗҫ. Вӗсене «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» федераци программипе килӗшӳллӗн юсӗҫ.
Хӑш урамсене плана кӗртмелли пирки Шупашкар хула администрацийӗн пысӑк залӗнче 14 сехетре калаҫӗҫ. Унта ҫитеймесен хӑвӑрӑн сӗнӳсене электронлӑ почтӑпа яма пултаратӑр. Унӑн адресӗ: gkhb_po@gcheb.cap.ru. Е шӑнкӑравлама май пур: 23-42-63.
Сӑмах май, кӑҫал федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн 27 ҫула юсанӑ. Тата ҫул хӗресленекен 4 вырӑна юсамалли юлнӑ. Ҫапла кӑҫаллӑха ӗҫ вӗҫленӗ. Ҫитес ҫул 36 ҫула ҫӗнтеме палӑртнӑ.