Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Букварь уявне палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
шанаспи 24.10.2017 14:23 | 2101 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Чӗмпӗр хула администрацийӗ пулӑшнипе, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура атономийӗ, чӑваш культура центрӗ тата «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейӗ чӑваш букварӗн уявне паллӑ турӗҫ.

Шӑп та 145 ҫул каялла Хусанти К.А. Тилли типографийӗнче паллӑ педагог-ҫуттакӑларуҫӑ хатӗрленӗ чӑваш букварӗ кун ҫути курнӑ. Чӑваш ҫырулӑхӗн сӑпки Чӗмпӗр хули тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Шӑпах Чӗмпӗрте хатӗрленӗ те букваре. И.Я. Яковлевӑн ҫак ӗҫри пӗрремӗш пулӑшаканӗсем студент-филолог В.А. Белилин тата пӗрремӗш вӗренекенӗ, педагог, тӑлмач, этнограф А.В. Рекеев пулнӑ. Букварь 1872 ҫулта «Чӑваш ачисене ҫырӑва вӗрентмелли кӗнеке» ятпа пичетленсе тухнӑ.

Мероприятие Чӗмпӗрти 6, 21, 40, 55-мӗш, Луговойӗнчи, Чӑнлӑ районӗнчи Аслӑ Нагаткин, Репьевка шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе культурине тӗрлӗ майсемпе вӗренекен ачасемпе вӗрентекенсем килсе ҫитнӗ. Чи малтан вӗсем Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн комплексӗпе паллашнӑ, «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра экскурси иртнӗ. Музейӑн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Светлана Борисова уйрӑмах иккӗмӗш хутри чӑваш алфавичӗпе тата чӑваш букварӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене тимлӗх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш хутра ачасем И.Я. Яковлевӑн, унӑн ҫемйин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем ларнӑ ӗлӗкхи партӑсем хушшинче вырнаҫса вӑл вӑхӑтри пурнӑҫа путнӑ. Экскурсовод вӗсемпе урок ирттернӗ.

Уява пухӑннисене УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев саламланӑ. Вӑл чӑваш ҫырулӑхӗ мӗнле аталанни пирки кӗскен каласа панӑ: тӗрӗ (руна) ҫырулӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен. Чӑваш халӑхӗ наци пек сыхланса юлнинче И.Я. Яковлевӑн тӳпи ҫав тери пысӑккине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен 19-мӗш ӗмӗрччен чӑвашсен 70 проценчӗ ислам тӗнне йышӑнса культурине те, чӗлхине те ҫухатнӑ. Букварь тухни чӑваш нацине сыхласа хӑварнӑ.

Малалла вӗренекенсемпе аслисем «Что завещал нам Патриарх» (чӑв. Патриарх пиллесе хӑварни) документлӑ фильм курнӑ.

Мероприяти Аслӑ Нагаткинти «Хӗвел» тата «Укӑлча» ансамблӗсен юрри-ташшипе вӗҫленнӗ.

#кӳршӗре, #Аслӑ Нагаткин, #Чӗмпӗр, #уявсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #чӑваш чӗлхи, #Чӑнлӑ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1162.84.5728
2017.10.24 18:13
Agabazar
Ĕнтĕ каллех букварь шайне анса лартăмăр.
Арлан // 2103.26.0132
2017.10.25 17:02
Яковлев Обществине хупнӑ. Яковлев ячӗпе витӗнеҫҫӗ тата хӑйсем... мӗн хӑтанатӑн, Му-ев

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем