Элӗк районӗн официаллӑ сайчӗ районти юсанӑ ҫулсен калӑпӑшӗ ӳсни пирки пӗлтерет.
Ӗнер, ак, ятарлӑ комисси Никольски–Етӗрне–Калинин–Мӑн Ямаш ҫулне еплерех юсанине тӗрӗслесе тухрӗ. Ку ӗҫе «КапиталСтрой» ТМЯО тунӑ.
Ҫул кӑлтӑкӗсене чиперех юсаса тухнӑран комисси юсав ӗҫӗсене йышӑнма шутларӗ. Тӗрӗслевҫӗсем пӗтӗмпе ҫур ҫухрӑма яхӑн ҫула пӑхса тухрӗҫ — вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх халь ун тӑрӑх машинсем чӑн та пӗр чӑрмавсӑр чупса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ку чӑн е суя пулнине, паллах, вӑл ҫулпа усӑ куракан водительсенчен ыйтмалла — вӗсен шухӑшӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха.