Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Радио кунӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 29.09.2011 16:52 | 1565 хут пӑхнӑ

Чӑваш радиовӗшӗн кӑҫалхи ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ — пӗрремӗш передача эфира тухнӑранпа 85 ҫул ҫитет. Унта ӗҫлекенсем районсене ҫитсе радио итлекенсемпе куҫа куҫӑн тӗл пулассине йӑлана кӗртрӗҫ.

Чӑваш телерадиокомпанире ӗҫлекенсен пысӑк ушкӑнӗ хальхинче Ҫӗмӗрле районне ҫитрӗ. Чӑваш радио корреспонденчӗсемпе кӑларӑмсене ертсе пыракансем хӑйсене итлекенӗсемпе Турхан ялӗнче тӗл пулчӗҫ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те уява хутшӑнчӗҫ — хӑйсен юррисемпе пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. Тӗлпулура чылай конкурс иртрӗ. Радио ӗҫченӗсем хастаррисене пурне те парнесемпе чысларӗҫ. Турхансем эфира тухакансемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Хӑйсене килӗшекен сасӑсене киленсе итлесе ларчӗҫ.

85-мӗш ҫул Чӑваш радио хумӗсем ҫинче ҫӗнӗ хыпарсемпе тӗрлӗ кӑларӑм тухса тӑраҫҫӗ. «Ӑраскал», «Шӑнкӑрав», «Атӑлпа Урал хушшинче» — чи аслисен йышӗнче. Корреспондентсем республикӑра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ҫутатма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хускатаҫҫӗ.

Ҫакӑн йышши тӗлпулусем ирттерни радио ӗҫченӗсене халӑхпа ҫывӑхланма май парать. Ҫавӑнпа вӗсем малашне те районсене ҫапла пӗрлехи ушкӑнпа кайса ҫӳрес кӑмӑллӑ.

Тӗлпулӑва пухӑннӑ ҫынсем «Чӑваш радио» кӑларӑмӗсене кӑмӑлласа итленине, вӑл вӑхӑтпа тан утма тӑрӑшнине палӑртрӗҫ.

Информатизаци пӗлтерӗшӗ анлӑ сарӑлнӑ тапхӑрта Чӑваш радио хыпарӗсемпе халь тӗнче тетелӗнче та паллашма май пур. Апла пулсан радио сассине паян тӗнчипех итлеме пултараҫҫӗ. Чӑваш радиона итлес тесен интернетри «Чӑваш Ен» телерадиокомпани сайтне кӗмелле. Кунтах чӑваш телевиденийӗн кӑларӑмӗсемпе те паллашма пулать.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Турхан, #радио

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем