Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Кушаксемпе йытӑсене укҫалла регистрацилеттересшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.10.2017 14:27 | 1758 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Килсӗр йытӑсене кам шута илӗ?
Килсӗр йытӑсене кам шута илӗ?

Патшалӑх Думинче ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ саккуна пӑхса тухӗҫ. «Выльӑх-чӗрлӗх хӑрушсӑрлӑхӗ» текен саккунпа килӗшӳллӗн килти кашни чӗрчуна — кушаксемпе йытӑсене — укҫа тӳлесе регистрацилеме тивӗ. Кун пирки «РИА Новости» информаци агенствине парламентӑн аялти палатин экологи тата тавралӑх хӳтӗлев комитечӗн председатель ҫумӗ Владимир Панов пӗлтернӗ.

Чӗрчунсене регистрацилес йӗркене правительство хатӗрленӗ тет, халӗ ӑна якатса ҫитереҫҫӗ. Чӗрчуна шута илнӗ чухне укҫа тӳлеме тивӗ. Мӗн чухлӗ? Хальлӗхе паллӑ мар.

«Ветеринати ҫинчен» саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн чӗрчунсене мӗнле шута илессине палӑртман пулнӑ. Ҫавна пула ку саккун кирлӗ пулса тӑнӑ — вӑл килти выльӑх-чӗрлӗхе мӗнле регистрацилемеллине пӑхса хӑварӗ. Чипласси (чип лартасси) ирӗклӗ пулӗ. Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх килте кушак е йытӑ пурри пирки, ҫын вӗсен хуҫи пулни ҫинчен пӗлтерни те ҫителӗклӗ пулӗ имӗш.

Ку саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн хӑрушсӑрлӑх та лайӑхланасса шанаҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫи имӗш, унӑн кушакки е йытти мӗнле те пулин сӑтӑр тунӑ хыҫҫӑн айӑпа йышӑнасран вӗсенчен хӑтӑлать, вӑл чӗрчун унӑн пулнине хирӗҫлеме пуҫлать. Кашни кушака е йытта регистрациленӗ хыҫҫӑн айӑплавран кунашкал хӑтӑлма май пулмӗ.

Комитет председателӗ Ольга Тимофеева каласа панӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра килти ытти выльӑх-чӗрлӗхе регистрацилеҫҫӗ. Хакӗ — 120 тенкӗрен пуҫласа. Паянхи куна пур выльӑх-чӗрлӗхе те регистрацилемеҫҫӗ-ха, анчах ӗҫ-пуҫ унталла пырать.

#йытӑсем, #кушаксем, #Раҫҫейре, #выльӑх-чӗрлӗх, #ял хуҫалӑхӗ, #саккунсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем