Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Lavproductions» компанин ӳкерӳ ушкӑнӗ килсе кайнӑ. Пултарулӑх ушкӑнне Андрей Леонтьев журналист ертсе пынӑ. Тӳрех палӑртар, асӑннӑ компани Discovery Сhannel телеканал валли «Раҫҫей ҫулӗсем» ятпа кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрлет.
Хальхинче ӳкерӳ ушкӑнӗ Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ тата унта кивӗ тракторсене епле майпа ҫӗнӗ сӑн кӗртни пирки кӑсӑклӑ телекӑларӑм хатӗрленӗ, ҫак музейӑн директорӗнчен Альберт Сергеевран интервью илнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, телепередача ӳкернӗ ҫӗре Шупашкарти 5-мӗш гимнази вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне каласа хӑвармалла, хайхи журналистсем шурӑ Шупашкар тата Трактор тӑвакансен савучӗ пирки темиҫе сюжет ӳкернӗ.