Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Борис Бронштейн журналист Чӑваш Енӗн культура министрӗ фермӑра пулнинчен тӗлӗннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 27.09.2017 20:19 | 1448 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Журналист Борис Бронштейн «Новая газета» (чӑв. Ҫӗнӗ хаҫат) хаҫатра Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев районсенчен пӗринче пулнӑ чух сӗт-ҫу ферминче пулнинчен тӗлӗннине палӑртса ҫырнӑ.

«Ӑнланма ҫук официаллӑ пӗлтерӳ: Чӑваш Енӗн культура министрӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ чухне вӑкӑрсене самӑртмалли фермӑна тата тырӑ ампарне кӗрсе тухнӑ. Тем йӗркеллех мар пек-и? Тен, ку вӑл — йӑнӑш? Тен, тӗрӗсрех ҫапла: ял хуҫалӑх министрӗ районти музыка шкулӗнче пулнӑ. Ҫук, каллех тем йӗркеллех мар. Ҫапах та мӗн ҫырнине ӗненмеллех. Ҫитменнине тӳре-шара фермӑра пулнине республикӑн Культура министерствин сайтӗнче 15 сӑнӳкерчӗкпе кӑтартнӑ», — йӗкӗлтешет журналист.

Манӑн вара, эсир ирӗк парсан, культура министрне хӳтӗлес килет. Вырӑнти тӳре-шара ертсе кайнӑ та ӗнтӗ, вӑл хирӗҫлемен. Кунта вырӑнтисем пӗр министра тепринпе арпаштарнӑ тейӗн. Кушаккине вара патакки.

#Культура министерстви, #тӳре-шара, #МИХсем, #культура, #ял хуҫалӑхӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1066.37.9482
2017.09.28 16:02
Agabazar
Культура министрне Вика Сорокина "хӳтӗлевӗ" ним тума та кирлӗ мар.
Базиль Кириллов // 3660.44.0434
2017.09.28 19:35
Вика Сорокина журналист пек ӳссе пырать: ваттисен сӑмахне усӑ курма вӗренчӗ. Анчах чӑвашла "Борис Бронштейн журналист" темелле (троллейбусра та "Чарӑну - "Хусанкай урамӗ" теме пуҫларӗҫ).
Зп каланине тӗрӗс ӑнланӑр: элек паракан тӳрене юранӑ, тӳрӗ калакан тӑванне юрайман теҫҫӗ мар-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем