Шупашкар архитекторӗсем хулари Карл Маркс урамӗнчи Суту-илӳ ҫуртне хирӗҫле лаптӑкра 26 хутлӑ ҫурт тӑвассине хирӗҫленӗ. Кун пирки вӗсем ӗнер, аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Ҫӳллӗ ҫуртӑн строительствин проекчӗн докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ лаптӑкра нумай функциллӗ ҫурт хӑпартмалла. Аялти хучӗсенче халӑха пулӑшу паракан предприятисем, темиҫе сийлӗ парковка, чи ҫӳлти хутра ресторан, ытти вара пурӑнмалли хваттерсем пулмалла. Анчах, архитекторсен шухӑшӗпе, кунашкал ҫурт хӑпартма ирӗклӗ вырӑн сахал, мӗншӗн тесен вӑл культура палӑкӗсен хӳтӗлев зонине те йышӑнма пултарать. Апла пулин те Евгений Тертышный тата Станислав Удяков архитекторсем строительствӑна хирӗҫ мар. Хула варринче пурӑнмалли ҫурт сахаллине, ҫавна май каҫсерен кунта ҫын сахал ҫӳренине палӑртнӑ вӗсем. Ку шухӑшпа Альфред Ибрагимов, Владимир Филатов, Александр Шевлягин и Елена Алипова архитекторсем пач килӗшмеҫҫӗ. «Ҫак ҫуртӑн Шалти ӗҫсен министерствин 14 хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртӗнчен ҫӳллӗрех пулмалла мар», — хытарсах каланӑ вӗсем.
Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку строительство тӗлӗшпе татӑклӑ йышӑнӑва архитекторсем хула тӳри-шарипе пӗрле ирттернӗ канашра тӑвӗҫ.