Шупашкарӑн экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку – улттӑмӗш ӗҫ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫарнӑ ытти уголовлӑ ӗҫе тишкернӗ чухне каллех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче экс-мэр «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанийӗн 100 пин тенкине саккунсӑр майпа тӑкакланӑ. Ун чухне вӑл Казахстанри Актау хулине Евразин Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн хулисен конференцине хутшӑнма кайнӑ. Ку вара страхлав компанийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман.
Аса илтерер: унччен Ирина Клементьева тӗлӗшпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл мэр пуканне пушатнӑ. Халӗ вӑл килти арестра ларать.
Тимер Акташ // 3871.7.9048
2017.09.13 21:55 | |
Ытлашши мар-и Шупашкар 2016-2017-мӗш ҫулсенче мэр пулса ӗҫ укҫи илмесӗр ӗсленӗ, Канашри хамӑр ял хастар чӑваш хӗрарӑма айӑплани?
Тен, пакунлӑлисем ҫакӑн пек коррупцийӗпе кӗрешсе хастар план тӑваҫҫӗ? Ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем илеҫҫӗ.
Ҫакӑн пек те Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи
Полномочиллӗ представитель пулса 2012-2016-мӗш ҫулсенче хастар ӗҫленӗ, чӑваш Вӑрнар каччи Леонид Волкова та айӑпларӗҫ. Анчах, ӑна хирӗҫ пуҫиле ӗҫ халь арканса каять...