Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: ФГОС ҫулӗпе

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.09.2011 10:39 | 2473 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Ӗҫ программинче пӗлӳ тата хутшӑну илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫне-хӗлне уҫса парасси» темӑпа семинар ирттерчӗ. Семинара чӑваш шкулӗн 5-11-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен 20 учитель хутшӑнчӗ.

Семинарта сӑмах ӗҫ программин ӑшлӑхӗпе тытӑмӗ тата терминологи ҫинчен пычӗ. Учительсем ФГОСпа ҫыхӑннӑ пӗтӗмӗшле тата уйрӑм ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, хатӗр программӑсемпе паллашрӗҫ.

Тӑтӑш усӑ куракан тӗп терминсен ҫакнашкал варианчӗсене сӗнчӗҫ:

• пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — познавательные универсальные учебные действия;

• хутшӑнӑва кӗмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — коммуникативные универсальные учебные действия;

• пайӑррӑн пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ е кашни ачан хӑй тӗллӗн пӗлӳ илмелли пур енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗ — личностные универсальные учебные действия;

• кашни ача хӑйне хӑй йӗркелесе пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — регулятивные универсальные учебные действия;

• вӗренӳ результачӗн кашни ачара пулмалли кӑтартӑвӗсем — личностные требования к результатам освоения.

Хатӗр программӑсене Институт сайтне вырнаҫтарма килӗшсе татӑлчӗҫ. Тӗслӗхрен, ҫывӑх вӑхӑтра, Канаш районӗнчи Татмӑш шкулӗнче ӗҫлекен В.Н.Григорьевӑн 5-мӗш класра чӑваш чӗлхи вӗрентме ҫырнӑ ӗҫ программипе паллашма пулӗ.

#Вӗренӳ институчӗ, #Канаш районӗ, #семинарсем, #Татмӑш

 

Комментари:

Васса // 3928.98.9055
2011.09.17 21:26
Çĕнĕ ФГОСпа Тутарстанра 1 класс ачисем тăван (чăваш) чĕлхипе пурĕ те 2 сехет çеç вĕренеççĕ. малалла мĕн пуласса турă çеç пĕлет...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем