Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрме пултарӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 29.08.2017 11:23 | 1897 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ВСМ-2 чукун ҫул Чӑваш Республикинчи икӗ Улӑп тӑприне тата пӗр Киремет картине тӗп тума пултарӗ. Мускавпа Хусана ҫыхӑнтарма палӑртнӑ ҫул валли хатӗрленӗ проектпа килӗшӳллӗн вӑл Шупашкар районӗнчи Пикшик тата Мамка ялӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Улӑп тӑприсем тата Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти урлӑ иртмелле иккен. Кӑна Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн ӑсчахӗсем тупса палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас умӗн ку палӑксемпе мӗн тумалли пирки халь пуҫ ватаҫҫӗ.

Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти вӑл вырӑнта пин ҫул ытла пулнӑ теҫҫӗ, унӑн лаптӑкӗ 10 пин тӑваткал метр. Археологсем кунта кӗлӗ вырӑнӗсене, чӳк тумалли чулсене тата ытти артефактсене тупса палӑртнӑ.

#Шупашкар районӗ, #пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул, #палӑксем, #Улӑп тӑприсем, #Шӗнерпуҫ, #тӗн, #Мамка, #Пикшик, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Славик // 3304.03.0803
2017.08.29 22:02
Киреметь урлӑ ҫул? Аварисем пульмеш-ши пӑрмай? Ҫулне тунӑ вӑхӑтра ҫав вырӑнта никамта строительсем аманмаҫши?
2017.08.29 22:07
Аçтахар Плотников
Киремет картисем ҫеҫ мар, Улӑп тӑприсем те хӑватлӑ вырӑнсем. Пӑтӑрмахсем сахал мар пуласса пӗлсех тӑратӑп.
//киремет картийӗ вара чӑвашсен мар пулас, ҫармӑссен. Ҫавах та пин ҫул хушши пухӑннӑ хӑват ахаль саланмасть ӗнтӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем