Акӑ, каллех, авӑнӑн 7-мӗшӗ ҫитрӗ — паян Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 6 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах, пӗлетӗр ӗнтӗ, 2005 ҫулта ҫак кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑнма пуҫланӑ.
Ҫулталӑк хушшинче мӗнле улшӑнусем пулса иртрӗҫ-ха? Чи малтанах ӗнтӗ электронлӑ вулавӑш калӑпӑшӗ самай ӳснине асӑнас пулать — 12 уйӑх хушшинче пӗр пин ҫурӑ хайлавпа вӑл пуянланчӗ. Тетелте ятарлӑ чӑвашла каналсем тухсан вӗсене хамӑр патӑмӑрта та вырнаҫтартӑмӑр. Пӗр енчен пирӗн сайта та пуянлатать, тепӗр енчен халӑха вӗсен ӑшлӑхӗпе паллаштарать. Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелчӗ — унта икӗ ҫӗнӗ словарь хушӑнчӗ, шырав майӗсем пуянланчӗҫ. Ятарлӑ лавкка та ӗҫлесе кайрӗ — «СУМ» ятлӑскер. Ӗҫне чӑн та нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла.
Асилтеретпӗр, пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла.