Шупашкарӑн хаклӑ ҫыннисем!
Сире Хула кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!
Чӑвашсен тӗп хулин ҫуралнӑ кунӗ — республикӑшӑн паллӑ пулӑм, тӗлӗнмелле илемлӗ те асра юлакан уяв; вӑл пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан пур халӑх ҫыннине пӗрлештерет.
Пирӗн паян мухтанмалӑх сӑлтав ҫук мар. Чӑваш Ен тӗп хулин сӑн-сӑпачӗ ҫулсерен ҫӗнелсе пырать. Нумай хутлӑ ҫуртсем тӳпенелле ҫӗкленеҫҫӗ, автомобиль ҫулӗсене ытларах та ытларах сараҫҫӗ, парксемпе скверсем илемленсе пыраҫҫӗ, урамсемпе кил картисенче тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ производство объекчӗсем хута каяҫҫӗ, Шупашкара хӑвӑртрах аталанма май паракан пысӑк капашлӑ инвестици проекчӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен тӗп хули хӑйӗн авалхи сӑн-сӑпатне, нацин хӑй евӗрлӗхне палӑртакан енсене упраса пурӑнать. Кунта Шупашкарсен — ӗҫчен, тараватлӑ тата тӑван тӑрӑх шӑпишӗн чунтан тӑрӑшакан ҫынсен — тӳпи питӗ пысӑк.
Ҫакна шанатӑп: республика тӗп хулин пуласлӑхӗ пысӑк, пӗрлехи вӑйпа эпир пур ҫӗрте те ӑнӑҫу тӑвӑпӑр. Ҫакна пурнӑҫа кӗртмешкӗн пирӗн пурте пур: ӑс-хакӑлпа пуҫаруллӑх, культурӑпа ӑслӑлӑх вӑй-хӑвачӗ, чи кирли вара — Шупашкара пӗтӗм чӗререн юратни.
Республика тӗп хулине чечекленме, пӗр тӑтӑш аталанма, унӑн ҫыннисене вара — мал ӗмӗтлӗх, ҫирӗп сывлӑх тата ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ сунатӑп!
Чӑваш Республикин Президенчӗ, М.Игнатьев.