Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Мускавра пирӗн ентеше чӗртсе ҫунтарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.07.2017 17:11 | 1533 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Мускавра Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм хӑрушла вилӗмпе пурнӑҫпа сывпуллашнӑ. 30 ҫултискере чӗрӗллех чӗртсе ҫунтарнӑ.

Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑма Ленинград проспектӗнчен пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Москва» хула хыпарӗсен агентствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер эрех-сӑрапа айкашнӑ. Ку инкек юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне пулнӑ. Тахӑш самантра пирӗн ентеш хальлӗхе палӑртман сӑлтава пула ҫунма тытӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ.

Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пирус чӗртме тӑнӑ та ҫӳҫне тивертнӗ. Анчах полици пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисен шухӑшӗпе, хӗрарӑма бензин сапса чӗртсе янӑ. Ҫав ҫынна халӗ шыраҫҫӗ.

#Мускав, #пӑтӑрмахсем, #полици

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43318
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ярмат // 3098.40.2618
2017.07.24 21:12
Хыпара вуланӑ хыҫҫӑн тӳрех Денис Гордеевӑн "Ҫич ҫунатлӑ курак" повеҫӗ аса килчӗ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем