Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Иосиф Дмитриев-Трер юбилейне кӗркунне уявлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.06.2017 18:19 | 3119 хут пӑхнӑ
Персона

Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер 70 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ ҫыннӑн юбилейне кӗркунне, театрта черетлӗ сезон уҫӑлсан, чыслӑн уявлама палӑртнӑ.

Вӑлах — поэт, вӑлах — куҫаруҫӑ, вӑлах — актер, вӑлах — режиссер, вӑлах — драматург. Пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелле нумай енлӗ тата тӗлӗнмелле пултаруллӑ ҫын. «Саншӑн кам вӑл Иосиф Дмитриев-Трер?» ыйтӑва пиртен кашни расна хуравлать пулӗ.

«Кил умӗнчи лаштра йӑмра

Пуҫне сулларӗ тухӑҫа,

Ял хушшинчи ват куками

Пил пачӗ ӗмӗр манайми.

Ҫут сывлӑмпа ура йӗпенчӗ,

Килтен тухсан хӗвел хӗрелчӗ», — тахӑҫан вуланӑ сӑвӑ йӗркисемпе кӗрсе юлнӑ асӑма Иосиф Дмитриев. Е тата «Килен-каян, яту ят пултӑр, иртен-ҫӳрен, ҫулу ҫул пултӑр. Мана пӗччен хӑварӑр» йӗркесем. Йӑнӑшмастӑп пулсан, вӑл та унӑн. Арпаштартӑм пулсан айӑп ан ту, вулаканӑм тата хисеплӗ Иосиф Александрович.

Иосиф Трер Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтӗнче актер уйрӑмне, каярах Мускаври А. В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренсе пӗтернӗ. Кирек ӑҫта тимлесен те — Чӑвашра-и е Казахстанра-и — кирек мӗнле ӗҫе те юратса пурнӑҫланӑ.

«Сире пуриншӗн те чӗререн Тав тӑватпӑр! Тата: Ылтӑн Хӗвел, Ылтӑн Уйӑх, Ылтӑн Ҫӑлтӑр. Тав сире, пире ҫутатнӑшӑн, ҫӗре тӑрантнӑшӑн, вӑрмана ӑшӑтнӑшӑн, Шыва тасатнӑшӑн…» — хисеплесе цитатӑланӑ Фейсбукри хӑйӗн страницинче театрӑн пресс-секретарӗ Надежда Андреева Александр Пӑрттан пьеси тӑрӑх лартнӑ «Кирек ӑҫта та пӗр хӗвел» спектакль валли Иосиф Дмитриев ҫырнӑ кӗлӗне. Ку сӑмахпа чылай ҫын килӗшет пулӗ...

#Йӳҫкасси, #Ҫӗрпӳ районӗ, #культура, #ҫамрӑксен театрӗ, #театрсем, #ӳнер, #юбилейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/ru/node/23798
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем