Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑвашсем Дагестанран таврӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.07.2011 22:11 | 2308 хут пӑхнӑ
Дербенд хулинче
Дербенд хулинче

Чунҫӳрев-2011 вӗҫленчӗ, эрне хушши тӑсӑлнӑ ҫулҫӳрев вӗҫне ҫитрӗ. Икӗ автобуслӑх пухӑннӑ ушкӑн утӑн 3-мӗшӗнче ирхине тухса кайрӗ те паян ирхине, утӑ уйӑхӗн 10-мӗш кунӗнче Чӑваш Ене таврӑнчӗ.

Олег Михайлович Цыпленков тӑрӑшнипе Чунҫӳревсем кашни ҫулах иртеҫҫӗ — чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем пирӗн халӑхӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе кураҫҫӗ, асаттесене тата мӑн асаттесене сума суса чӳк тӑваҫҫӗ, асӑнмалӑх юпа лартаҫҫӗ. Ытти ҫулсенче маршрут Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне выртатчӗ пулсан, кӑҫал ушкӑнпа Дагестан ҫӗрне, авал Аслӑ Пӑлхар тата Сӑвар кнеҫлӗхӗ вырнаҫнӑ тӑрӑха ҫитме тӗллев лартнӑччӗ. Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫирӗппӗн калама пулать — тума палӑртнине веҫех пурнӑҫланӑ.

Чунҫӳревҫӗсем (тӗрӗсрех — чунташсем — темелле) чи малтан Пенза чӑвашӗсем патне ҫитрӗҫ. Ҫӑрттанлӑ районӗн (Неверкинский район) Кивӗ ялӗнче (Кивьел, выр. Бикмурзино) вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Ялти клуб пӗчӗкех мар пулин те халӑх лӑк тулли пухӑнчӗ — ларма кӑна мар, тӑма та вырӑн ҫуккӑччӗ. «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Москакасси шкулӗнчи «Палан» ташӑ ушкӑнӗ, Вера Панкратова, Альбина Фёдорова, Алина Антонова, Иван Христофоров (кӗҫӗнни) юрланипе ташлани халӑх кӑмӑлне кайрӗ. Концерт икӗ сехет ытла тӑсӑлчӗ пулин те вӗсем тата та итлесе ларма хатӗрччӗ.

Тепӗр кунне вара ҫул Дагестан ҫӗрне выртрӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн автобуссем кӑнтӑралла кусрӗҫ. Ҫула май Мамай курганӗн комплексне те кӗрсе курма вӑхӑт пулчӗ.

Дагестан халӑхӗ чӑвашсене тараватлӑ кӗтсе илчӗ — тӗрлӗ кӑсӑклӑ вырӑнсене кӑтартрӗҫ, авалхи чӑваш хулисен вырӑнӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сементер (Махачкала шутне кӗрет), Варачан, Дербент вырӑнӗсенче пулса курчӗҫ. Уйрӑмах Дербенд керменӗ питӗ интереслӗччӗ — 5 пин ҫул тӑракан хулари карман ӗмерсем иртнӗ хыҫҫӑн халь те мӑнаҫлӑн курӑнать.

Чӑвашран илсе килнӗ юпана (касаканӗ — Вячеслав Еткер) Геме-тюбе ял ҫывӑхӗнчи улӑп тӑпри ҫине лартрӗҫ. Инҫех те мар иртекен Бабаюрт-Сулак ҫул хӗрринчен те лайӑх курӑнса тӑрать вӑл халь.

Яланхи пекех чӑвашла ятсем йышӑнакансем те пулчӗҫ — ҫапла май вӗсене «Сӑвар» пӗрлӗхе йышӑнчӗҫ.

Утӑн 8-мӗшӗнче вара Чӑвашран килнӗ хӑнасем тӑван тӑрӑхне, Шупашкара ҫул тытрӗҫ.

 

Сӑнсем (1000 ытла)

#Ҫӑрттанлӑ, #Пенза облаҫӗ, #Кивьел, #ҫулҫӳревсем, #Чунҫӳрев

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем